Шырав
Шырав ĕçĕ:
пӳлӗмӗнте (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман патӑмра юлса пурӑнассу килмесен, эпӗ сана тыткӑнра усрасшӑн мар, ӗмӗрӗпех хуйхӑ ан кур; ху ҫывӑракан пӳлӗмӗнте, минтерӳ айӗнче, ылтӑн ҫӗррӗме тупӑн.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Е каҫпа ҫурта ҫутинче хӑвӑн пӳлӗмӗнте ларатӑн; ҫурта ҫунӑкне хырма е пукан ҫинче тӳрленерех ларма сасартӑк пӗр самантлӑха вуламашкӑн чарӑнатӑн та ун-кун пӑхса илетӗн; алӑксем патӗнче, кӗтессенче пур ҫӗрте те тӗттӗм, ҫуртра ним сас-хура та ҫук, — ҫак шӑплӑха тӑнламасӑр, уҫнӑ алӑк витӗр тӗттӗм пӳлӗм сӗмлӗхнелле тинкермесӗр, вӑрахчен ним хусканми ларса йӑпанмасӑр е аяла анса мӗнпур пушӑ пӳлӗмсене кӗрсе пӑхкаласа ҫӳремесӗр ниепле те чӑтма ҫук.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лида кӗрӗкне хыврӗ, тутӑрне салтрӗ те: — Ваҫҫук, ме кайса ҫак! Ҫӑварна карса ан тӑр. Хӑвӑн пӳлӗмӗнте мӗн пулса иртнине пӑхса ил! — тесе хучӗ.
31 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Пӗр илемсӗр каҫ вӑл хӑй пӳлӗмӗнте тутӑрсем пӳксе ларчӗ, ӑнсӑртран килсе тухнӑ салхулӑхпа тулта ҫил уланине итлерӗ.
XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Страницăсем:
- 1