Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтерчӗ (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тесе Чӗкеҫ пӗтерчӗ, Пуҫ-ҫапмашкӑн кукленчӗ, Унтан ашшӗ уринчен, Ярса илчӗ аттинчен.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗтерчӗ пирӗн ята, Авалхи ӑрӑва!

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Халех вӗсем пеккине, Пухса парас Питӗре», Тесе патша пӗтерчӗ, Тутисемпе елпӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапла сӑмах пӗтерчӗ, Патша аллине чуп турӗ, Урипеле шӑлт! турӗ, Унтан парне тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑмӑлу пулсассӑн арӑмна та ил, Анчах хӑвӑнпа хӗрне хӑварас мар, Тесе каланӑччӗ воевотӑ мана, Ҫавӑнпа та хӗрне хӑварас мар, Илемлентӗр унпала Шупашкар, Тесе пӗтерчӗ салтак сӑмахне, Шаклаттарса илчӗ атти кӗллине.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каласа пӗтерчӗ те ҫапла асатте, хаш! сывласа ячӗ, тепӗр хут мана пуҫран ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Шӑртлӑ ҫырӑ сухаллӑ арҫын, виҫ пӳрнипе чӗпӗтсе, студене те хисеп тӑвасшӑн пулчӗ, анчах шӑнтнӑ, «шӑнӑрсӑр» апат ниепле те ун аллине кӗресшӗн пулмарӗ: сӗтел ҫине вараласа, сӗрӗнкелесе, чыссӑрлатса, асамлӑ чӗнтӗрсемпе эрешлесе пӗтерчӗ — куҫ умӗнчех абстракционизм произведенийӗ ҫуралчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Кӗркури, пӗшкӗнсе, вӗсене пуҫтарса илесшӗн пулчӗ, анчах «пит тутлӑ» ҫимӗҫ ниепле те унӑн пӳрнисен хушшине лекесшӗн пулмарӗ — лӑчӑрӑнса, вакланса, тусанпа ҫӑрӑнса, урайне ҫеҫ «сӑрласа» пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Вӑл, пушмака алла илсе, ачи патне тулхӑрса пычӗ те: — Ҫи-пуҫ мурӗ! Укҫа мурӗ! Уруна ҫӗклесе утаймастӑн-и? Сана ҫи-пуҫ туянса ҫитереймӗн! Ы-ы-ых! — тесе хӑтӑрса тӑкса, ӑна пушмакпа пуҫран тивертсе пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Йӑлт тӗксе муталаса пӗтерчӗ

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пӗтӗм ҫан-ҫурӑма… тӳнккесе-суранлатса пӗтерчӗ, мур илесшӗ!

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Аяккарах вӑйкӑнса ӳксен, «караул» та кӑшкӑра пуҫларӗ, тейӗн: хӑрӑлтатса, левлетсе-улашса, ӗрлешсе, урӑм-сурӑм ҫӗмӗрӗлсе, ирхи ыйхӑ пылне юхтаракан пӗтӗм Аҫтӑрхан хулин ӗлккен тӳлекне шӑв-шавпа ӗренкӗсӗр таткаласа, ваклакаласа пӗтерчӗ: пӑхӑр-ха, епле ӑна, «таса» чуна, кӳрентереҫҫӗ, хытӑрлаҫҫӗ, картран кӑлараҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ула Тимӗр институт ӑнӑҫлӑ, ытларах «5» паллӑсемпе ҫеҫ, пӗтерчӗ, ӗҫлеме ӑна тӑван ялӗнчи вӑтам шкулах чӗнсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑш-пӗр тӗлте е йывӑҫӑн хӑйпӑнчӑкне, е хуҫӑлнӑ турат тӗпне, е йӗплӗ вулӑллӑ тӗмӗ ҫине пыра-пыра тӗрӗнсе, тӑрӑнса, Ула Тимӗр ал лапписемпе пӳрнисене ыраттарса, юнлантарса, шӑрпӑк та кӗрткелесе пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сима, савӑнса кайнӑскер, япалисене майлаштарса лартса пӗтерчӗ те хӑй ҫак юлашки кунсенче ҫывӑхланса кайнӑ Тамара ҫине тав туса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Йывӑр ҫухату Ревлен Петрович вӑй-хӑватне те, савӑнӑҫне те пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Владимир Сергеевич смена тӑршшӗпе тумалли ӗҫсен списокне ҫырса пӗтерчӗ те Ревлен Петровича персе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Питӗ хитрескерччӗ хӑй, анчах хавшакрах чунлӑ пулчӗ пулас, юратнӑ хӗрӗ урӑх каччӑпа ҫӳреме пуҫланӑшӑнах хӑйне хӑй пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Председатель каласа пӗтерчӗ кӑна, залра Мускав сасси янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена кӑҫал вӑтам шкул пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех