Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтерсен (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялти ӗҫне пӗтерсен, Хӗветӗр чи аякри йӗтем ҫине, Ташкискен ҫӑлӗ патнелле анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр тесен, Ҫтаппанне пуҫӗпех пӗтерсен те аванччӗ, урӑх ун ҫулне пӳлсе ан тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун михӗсене йӑтса пӗтерсен, Ҫтаппан ӑна ҫухавинчен тытса ҫӗклерӗ те урапа ҫине хӑпарчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Микула каласа пӗтерсен ассӑн сывласа илчӗ, Кузнецов ятласса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Аслӑ калатӑн, Ануфрий Панкратович, — паҫӑрхи пекех шӳтлерӗ квартальнӑй, — анчах тӗнчере унтан ӑслӑрах сӑмах та пур: тытӑннӑ ӗҫе туса пӗтерсен кирек мӗн тума та ирӗк, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурне те туса пӗтерсен, пукан ҫине ларчӗ те шухӑша путрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, хамӑр ҫӗре сухаласа пӗтерсен, лашана сана паратӑп.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, хӑйсен анисене сухаласа пӗтерсен, Кӗтерук кумӑшӗн ҫӗрне те сухаласа парӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

…Шкул пӗтерсен мана Шупашкар хули тыткӑна илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Хӗрлӗ питлӗ панулмисене пуҫтарса пӗтерсен салтак кутамккине вӑл хӑй пӗлнӗ пек пураласа ҫыхрӗ, хӑвӑрттӑн ҫурӑм хыҫне ҫакма пикенчӗ, анчах пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Юнашар ялти шкула, ялти тӑватӑ класлине пӗтерсен, виҫӗ ҫул тарӑн ҫырма урлӑ ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

«Артистках пулать пуль ку хӗр», — тетчӗҫ ун пирки, анчах вӑтам шкул пӗтерсен малалла вӗренесшӗн пулмарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хамӑр вӑхӑтри каччӑсене вӗлерсе пӗтерсен кам пирӗн ҫине пӑхӗ?

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Кӗтерук сӑмахне итлесе пӗтерсен.

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Сятров кӗтӗвне пӗтерсен, Лишайкин ӑна каллех ӗҫе вырнаҫтарнӑ, Арсентьев участокне тӗкнӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кунти делянкӑна касса пӗтерсен, ҫаратса тасатсан, Арсентьев участокне чылай шала куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман каласа пӗтерсен, залри халӑх пӗр хушӑ шӑп ларчӗ, унтан пурте харӑссӑн алӑ ҫупса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗрулмин юлашки йӗркине купаласа пӗтерсен вӑл муттикне сарай ҫумне тӑратрӗ те кӗтӗве хирӗҫ тухрӗ, сурӑхсене килкартине хӑваласа кӗртрӗ, ӗне сурӗ, мунчана шыв йӑтса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна вӗренсе пӗтерсен 3—4 ҫухрӑмри Хырай Ӗнел ялне вӗренме ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Ачаранах пултаруллӑ, пӗлӗвне ӳстерсе пырас ӑнтӑлупа пурӑнакан Дмитрий Захаров ялти пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтерсен Хурӑнварти вырсарни шкулӗнче ӑс пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ // Валентина Шингалова. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех