Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрчӗ сăмах пирĕн базăра пур.
пӗрчӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те, вӑрҫӑ хыҫҫӑн та нумай ҫул хушши колхозран пӗр пӗрчӗ илеймен ҫынсем юлашки вунӑ ҫул хушшинче ураланнӑ кӑна мар, лайӑх пурӑнма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах, сӑнран пӑхсан, ӑна аллӑран иртнӗ теме ҫук: пит-куҫӗ хӗп-хӗрлӗ, ӳчӗ пӗркеленмен, тӑнлавӗсенче кӑна шурӑ пӗрчӗ йышлӑ; кӑвак куҫӗсем ҫивӗччӗн пӑхаҫҫӗ, вӗсенче ӑс та, хаярлӑх та, чеелӗх те, шӳтлес е тӑрӑхлас йӑла пурри те пӗр вӑхӑтрах умлӑ-хыҫлӑ палӑрать.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Петро Михайлыч ҫӑра сарӑ куҫ харшисене пӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Петро Михайлыч сасартӑк сарӑ ҫӑра куҫ харшисене пӗрчӗ те салхуллӑ сасӑпа каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Рита куҫ харшисене ҫӗклентерсе илчӗ, каллех пӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ман Лисук шӑпах ҫав тӑрӑхра ҫухалчӗ, — терӗ те карчӑк тутине пӗрчӗ, куҫлӑхне каллех сӑмси ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫӳҫне шакла кастарнӑ; хӑй питӗ ырхан, пичӗ шап-шурӑ, пӗр пӗрчӗ хӗрлӗ тӗс юлман; путса кӗнӗ пысӑк куҫӗсем, питӗ хытӑ асапланакан ҫын куҫӗсем, кӑвар пек ҫунса тӑраҫҫӗ; тен, ыратнипе пӗрмай ҫыртнӑран пуль, тути кӑшт хӗрлӗрех, тӑртаннӑ пекрех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫав кашни ватӑ кинемин ӗҫпе тата сивӗпе кукӑрӑлнӑ пӳрнисем хушшинчен миҫе пин пӗрчӗ йывӑҫ вӑррисем ҫӗрпе явӑҫса кун-ҫул курман-ши?

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Астӑватӑн-и, Сергей Петрович, эпир иксӗмӗр, уйрӑлнӑ чухне ман пуҫра пӗр шур пӗрчӗ ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Икӗ кун тӑрмаланнӑ хыҫҫӑн, ман виҫӗ пӗрчӗ пӑрҫа янӑ шӑхлич кирек епле милиционер ӑмсанмалла шӑхӑртакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Эсир кӗлетрен пӗр пӗрчӗ юлми шӑлса тухма пултараймастӑр.

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хам пурнӑҫра сахал мар куртӑм ӗнтӗ: элчӗсене юри суя пӗрчӗ хыптарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ху та сисместӗн, ҫав хушӑра суя пӗрчӗ ҫӑтса яратӑн.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир, чӑхсем пӗрчӗ пуҫтарнӑ пек, ялан тӗрлӗ хыпар-хахат пуҫтаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах сухалунта, ҫуҫӳнте кӑвакарнӑ пӗрчӗ курӑнмасть хӑвӑн.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗлтӗр халӑх ҫаранӗсем ҫинчен Шӗшлӗпе Иванюка пӗр пӗрчӗ утӑ памарӑмӑр, кӑҫал вӗсем пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ, вӑй илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тырӑ сутас — пӗр пӗрчӗ тырри ҫук.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Хӗлле юр ҫумарӗ, халӗ ак пӗр пӗрчӗ ҫӑмӑр ӳкмест.

Зимой снегу не было, сейчас дождя нет как нет.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сых ятне Янтул та Ҫере темиҫе пӗрчӗ табак тӑкать.

Яндул тоже на всякий случай рассыпал на землю щепотку табака, —

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Акнӑ пеккисем те тусан ӑшӗнче пӗрчӗ халлӗнех выртатчӗҫ.

А у тех, кто все же решился это сделать, семена так и остались лежать в пыли непроросшими.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех