Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрех сăмах пирĕн базăра пур.
пӗрех (тĕпĕ: пӗрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗ сӑмавар тӑрпи ҫине кивӗ атӑ тӑхӑнтарчӗ, вара, кунчине аялалла туртса ҫирӗпрех вырнаҫтарнӑ май, тимӗрҫӗ лаҫҫинчи вӗркӗчпе пӗрех, кӑмрӑка вӗрсе чӗртме пуҫларӗ.

Мать надела па трубу самовара старый сапог и, растягивая и сжимая голенище, стала раздувать угли, словно кузнечными мехами.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑмака патӗнчи ачасем, кӗлеткисене чултан тунӑпа пӗрех, вырӑнтан хускалмасӑр лараҫҫӗ.

Силуэты нескольких учеников, словно изваяния, неподвижно застыли вокруг печки.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ку вӑл Совет Союзӗнчи комсомолпа пӗрех

Это — то же, что советский комсомол…

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑрах аллине ӑйӑ, теприне мӑлатук тытнӑскер, вӑл хӑйне верстак ҫумне ҫыпӑҫтарса хунӑпа пӗрех нимӗн хускалмасӑр ларать.

С долотцом в одной руке и с молоточком в другой, он сидит, как пригвожденный к верстаку.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вара вӑл хӑйне ҫӗлен сӑхнӑпа пӗрех, хут таткине ывҫинче лучӗркерӗ те ӑна хӑвӑрт хӑйӗн кӗсйине чиксе хучӗ.

Словно ужаленный, он смял листок в кулаке и быстро сунул его в карман.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Поликлиникӑра юсав ӗҫӗсем вӗҫленсе пынӑпа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Пӑх-ха, пурри-ҫукки те пӗрех тет манӑн.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Ун пек арҫыннӑн пурри-ҫукки пӗрех.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

«Ҫук, халь мар, эпӗ вӗсене сире кӑтартма вӑтанатӑп, вӗренчӗкле ҫырнӑскерсем ҫеҫ вӗсем, — тет. — Анчах ман хамӑн ӗҫӗм ҫинчен эсир мӗн шутланине те пӗлес килет. Эпӗ вӗсене сире пӗрех хут хамӑр ялтан ҫырупа ярса парӑп, манӑн килте ҫырнисем татах пур», — тет…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Юрла-ха эсӗ пӗрех хут.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Пур пӗрех эпӗ унпа килӗштерессӗм ҫук, вӑл та мана каҫарас ҫук. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗ пӗтсен, каллех каялла Муркаш шкулне куҫса каятӑп!» — ҫирӗп шут тытрӗ Пазухин.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Атте мана пур пӗрех чиркӗве хӑваласа ярать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Тем чухлӗ вӗренсен те, эпир ҫуталса ларас ҫук, эсӗ те пур пӗрех Ехрем хуҫа ывӑлне качча каяс ҫук, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Шумилов мӑн аллипе кӗленче тӗпӗнчен пӗрех ҫапрӗ те, пӑкӑ урайнелле тухса сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пур пӗрех памӗҫ, мӑшкӑллӗҫ кӑна.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Матви пур пӗрех аптӑраса ӳкмерӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мункун та, юнкун та пӗрех маншӑн: ялан пӗр апат…

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пур пӗрех кунта никам та ним те акмасть.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Эсӗ, Микула, пӗрех хут «Чӗлӗм» ятлӑ сӑввуна вуласа пар пире!

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Юр кайса пӗтнӗпе пӗрех, вӑл тарӑн вар айккисенче те ҫурт е йывӑҫ тӗмӗсен сулхӑнӗнче кӑна саплӑкӑн-саплӑкӑн выртса юлнӑ; тӗмескерех вырӑнсем кӑштах симӗслене пуҫланӑ ӗнтӗ; ял ҫумӗнчи сӑртра путек-сурӑх пуҫ ҫӗклеме пикеннӗ ешӗл курӑка чӗпӗткелесе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех