Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлӗтсем (тĕпĕ: пӗлӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура пӗлӗтсем капланса килчӗҫ те сасартӑк тӗттӗмленсе, ӗнтрӗкленсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кӗре май пӑхма тытӑннӑ хӗвел кулма пӑрахса каллех пӗлӗтсем хыҫне кайса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Те Вова кунта килсе вырнаҫнӑшӑн хӗпӗртесе ансах пыракан хӗвел пӗлӗтсем хушшинчен тухрӗ те ӑшӑ ҫутипе ун йӑвине хушӑк витӗр хыпаласа иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӑл Мускава ҫитнӗ кун унта ҫумӑр лӳшкетчӗ, тӳпене ҫӑра пӗлӗтсем хупланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей урама тухрӗ, нумай пулмасть янкӑр тӳпе тап-тасаччӗ, халӗ ӑна сӑра пӗлӗтсем горизонт таранах хупласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Чӑн та, каҫ енне тӗксӗм пӗлӗтсем тӳпене карса илеҫҫӗ те талӑк ытла чарӑнмасӑр лапӑстатать ҫумӑр.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Писательсемпе поэтсем хаҫатсемпе журналсен редакцийӗсенче ӗҫлеҫҫӗ те пурӑнма вара пӗлӗтсем ҫинче пурӑнаҫҫӗ тесе шутланӑччӗ Левен лесник халичченех.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ваҫук сенкер тӳпенелле пӑхнӑ та, шурӑ пӗлӗтсем унта шыври сахӑр пек ирӗлнине сӑнаса, ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хура пӗлӗтсем шуса килмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Урпа акас ӗҫ вӗҫленсе килетчӗ кӑна-ха, анӑҫри пур-ҫук пӗлӗтсем тымарланса та ӑмӑрланса кайрӗҫ, вара, Услантӑр мучине ытахальтен кӑна анаслаттарас мар тесе, юлашки хут ывӑҫласа сапнӑ урпа пӗрчисемпе пӗрлех ҫумӑрӑн малтанхи тумламӗсем пӑт-патлатма пуҫларӗҫ, унтан яра парать ташша тӳпе ырлӑхӗ — шӑпӑр-шӑпӑр, лӑс-лӑс…

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тӗтрелӗхра глобулсем, протозвёзд материалӗн тӗксӗм, хупӑнакан пӗлӗтсем те пур, вӗсенчен чи паллӑраххисене В 88, B 89 тата B 296 номерсемпе Э. Э. Барнард каталога кӗртнӗ.

Туманность содержит ряд глобул, тёмных, схлопывающихся облаков протозвёздного материала, наиболее заметные из которых были каталогизированы Э. Э. Барнардом под номерами B 88, B 89 и B 296.

Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97

— Эпӗ паян ав ҫав пӗлӗтсем ҫине вӗҫсе хӑпарма та пултаратӑп».

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӗвеллӗ кунччӗ, унта-кунта кӑна илемлӗ кӑтра пӗлӗтсем иртетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кассӑн-кассӑн шухӑ ҫил вӗркелесе илетчӗ те, садсем ҫинче шурӑ кӑпӑк пек пӗлӗтсем ҫӗкленетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Акӑ хайхи тӗксӗм пӗлӗтсем кӑвак тӳпене хупласа хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тӑрсан-тӑрсан пӗтӗм тӳпене хулӑн пӗлӗтсем карса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Кӑвак тӳпене пӗлӗтсем тухма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хальхи саманара та вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ сирӗлмен кӑна мар, вӑл тапхӑр-тапхӑр ҫӗр ҫине кӗрхи хура пӗлӗтсем пек каплана-каплана тухать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хура пӗлӗтсем иртсе кайман-ха Кулюккан пуҫӗ ҫинчен, купалансах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсене, ҫуллахи каҫсенче выляса ывӑннӑскерсене, йӗпе-сапаллӑ, пылчӑклӑ кӗркунне ан курӑнтӑр тесе, ҫӑра пӗлӗтсем юриех пытараҫҫӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех