Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗвене (тĕпĕ: пӗвен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурхи хӑватлӑ шыв ҫӗмӗрсе, татса кайрӗ ӑна, качча килнӗ хыҫҫӑн упӑшки куллен-кун пӗвеленӗ пӗвене.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑван чӗлхен хӑватлӑ юхӑмне чарса тӑракан пӗвене татса янӑ пекех туйӑнчӗҫ мана поэт сӑввисем.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Уйрӑмах Кирилл Салаев тӑрӑшнипе йӗркене кӗртнӗ пӗвене пӑхма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Кӑҫал ҫуркунне пӗвене шыв татса кайрӗ те, ҫул питрӗнчӗ те ларчӗ пирӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Инкек алӑкран ан шаккатӑр тесе юлашки ҫулсенче ытларах та ытларах юханшывпа пӗвене тӗрӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗслеҫҫӗ, хӑрушсӑр тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=TT-AT-ldbDw

Иртнӗ ҫул «Пуҫаруллӑ бюджет» программӑна кӗрсе икӗ ялӑн масар картине ҫӗнетнӗ, пӗвене тасатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Пурташран анатарах юхан шыва ҫырансене шӑварма вӑхӑтлӑх пӗвеленӗ-мӗн, анчах авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра пӗвене татса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Халӑх пӗр урса кайсан темле пӗвене те татакан ҫурхи шыв пек иккенне лӑйӑх пӗлетчӗ вӑл, ҫавӑнпа вӑл-ку ан пултӑр тесе, салтаксене тимлӗ пулма хушрӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ, тӑванӑм, ҫав Укаслу ятлӑ турӑ ылханнӑ хӗре Шыври валли арӑм пулма, ӑна хӑй ытамӗнче килентерме, арман пӗви тытма пӗвене пӑрахас тенине манмарӑн пуль те? — Килтеш пуянӗнчен каллех ыйтрӗ Иннокентий пуп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун хыҫҫӑн пӗвене нимӗнле ҫумӑр та, нимӗнле тӑвӑл та хӑрушӑ мар теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шыври вара ӑна хӑй арӑмӗ тӑвать те пӗвене татма пӑрахать, тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялан капла пӗвене тата-тата кайсан ҫука тӑрса юласси те инҫе мар…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пӗвене татса кайнӑ чухне ашшӗ арман кустӑрмине тӗрӗслеме тухнӑччӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗршери Гагарин урамӗн-чи пӗвене тасатмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Пуҫаруллӑ бюджет программине кӗрсе, акӑ, ял хушшинчи пӗвене хӑтлӑх кӗртрӗмӗр, ытти ӗҫсене пӗрле тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Акӑ вӑл, шӑчӑсем лартса, пӗвене ҫӳлелле купаламалли чикке палӑртать, вӑлах земснарядсен хӑш тӗлтен хӑйӑр чавмаллине кӑтартать, кӗҫех Юрий Наумкин, теодолит труби витӗр пӑхса, проекта мӗнле пӑхӑнса ӗҫленине тӗрӗслет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

«Гидротехник» чылай хӑватлӑрах, ҫӳлти пӗвене хӗл лариччен купаласа ҫитерсе банкӑсем тумаллине шута илсен, аслисем тӗрӗс тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Мӗншӗн тесен аялти пӗвене ҫӳлелле купаласа хӑпармалла, ҫӳлтинче вара хӑйӑр пӗрӗхтер те пӗрӗхтер.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Унччен анатри пӗвене купаланӑ «Гидротехника» ҫӳлти пӗве ҫине куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Кимӗсене халех туянар, патне ҫитсен — пӗвене шыв тулсан, ниҫтан та тупаймӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех