Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑчӑртаса (тĕпĕ: пӑчӑрта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурлӑхлӑ кӗвӗ аслӑ уй-хир ҫийӗн ярӑнса вӗҫет, йынӑшать, йӗрет, чӗрене тутлӑн пӑчӑртаса ыраттарать.

Куҫарса пулӑш

VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Унталла чӑмса вырнаҫсан чуна чӗрӗллех пӑчӑртаса кӑларма пултаракан Скорпион та шыраса тупаймасть Вовӑна.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӑл — нихҫан иртми туртӑм, куҫран куҫҫуль пӑчӑртаса кӑларттаракан туйӑм.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӗсем, вутчульрен пӑчӑртаса кӑларнӑ пекех йывӑрскерсем, мӑлатукпа пӑта ҫапнӑн сулмаклӑн пат! пат! тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Христос хурҫӑ «тихана» пӗртте шеллеменни, халь тесен халь «чунне пӑчӑртаса кӑларасла» ҫирӗппӗн тытса пыни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Яш ҫын чӗрине темле тимӗр хӗскӗч пӑчӑртаса ыраттарать.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Акшар чулне пӑчӑртаса, унӑн шывне кӑларнӑ чухнехи пекки.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Акшар чулне пӑчӑртаса кӑларнӑ шыв тумламӗ тимӗре пач кӑна шӑтарать юмахра.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Туять Шӑнкӑрч: вӑл акнӑ, тӑрӑшсах акнӑ урпа, сӑвӑс евӗрлех ҫӗр сӗткенне ӗмсе, шӳсе кайӗ малтан; унтан, кӳпӗнсе ҫитсен, хӑйне пӑчӑртаса тӑнӑ хуппа сирсе ывӑтӗ те, чӗлтӗр-чӗлтӗр тымарланса, хӗвел шевлиллӗ ҫутӑ тӗнчене елчӗ-калча ярӗ хӑюсӑррӑн…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑрҫӑчченхи уйӑхлӑ каҫсем, янравлӑ урам, хулӑн саслӑ илемлӗ каччӑсем аса килчӗҫ пуль сар хӗрсене, савнисене, те ҫавӑнпа хурлӑхлӑ илтӗнчӗ ҫак юрӑ паян, тунсӑхлӑ чӗресене ыраттарса, куҫҫуле пӑчӑртаса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иртен пуҫласа каҫчен авӑн ҫаптарчӗ, юлашки тарне пӑчӑртаса кӑларма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗччен чух, хуйхӑ-суйхӑ куҫҫульне пӑчӑртаса кӑларнӑ самантсенче, кун ҫинчен тем чул та шухӑшланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хушӑран хушӑ куҫҫульне те пӑчӑртаса кӑларать: «Хӑв пуҫна шеллемесен, ачу-пӑчуна шелле хуть, вӗсене тӑлӑха хӑварас тетӗн-им?» — тет.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Йӗпе хӑйӑр ҫинче, сылтӑм аякне икӗ аллипе пӑчӑртаса, Ваҫҫа Степнов выртать.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Курпун сӑмсаллӑ, кӗске мӑйӑхлӑ Палюк тутине пӑчӑртаса такама ҫиҫе ярасла шӑмарса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑчкӑ вӗҫне Раман пӗтӗм вӑйран пӑчӑртаса лартрӗ, куҫне хӗссе, шӑмшакне хытарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эпӗ акӑ мӗншӗн килтӗм… — тесе пуҫлать те вӑл, тутисене тата хытӑрах пӑчӑртаса шарлами пулать.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл трубкӑна хӑлхи ҫумне хытӑрах пӑчӑртаса тытрӗ, тепӗр хӑлхине ывӑҫ тупанӗпе хулларӗ.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл йӑрст тӑсӑлса ларчӗ, унӑн пӳрнисем креслан чавса хумалли урлӑ хӑмине пӑчӑртаса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов пӗшкӗнчӗ, тӗттӗмре хӑйӑра хыпашларӗ те, темле вӑрӑм яп-яка чул тупса, ӑна аллипе пӑчӑртаса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех