Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрҫа сăмах пирĕн базăра пур.
пӑрҫа (тĕпĕ: пӑрҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кӑҫалхи вырма тапхӑрӗнче республикӑри ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсен 303 пин гектар ҫинчен 750 пин тонна пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пухса кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d0%b2%d1%8 ... %ab%d0%b0/

Юрӑн ҫиелти сийӗ, ирӗлсе, шӑнса, пӑрҫа пек пӑр пӗрчисемпе хупӑланнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Ҫук, унпа пӑрҫа пиҫмест пирӗн, — терӗ Хӗветли.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӑрҫа хутаҫҫисем ана ҫинчех шартлата-шартлата ҫурӑлса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кушӑхнӑ ҫулпа пӗр пушӑ урапа халтӑртаттарса, хӑй хыҫҫӑн тӑсӑлакан тусан хӳрипе пӑрҫа ани тӑрӑх сӗтӗрсе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫак ҫул айккинчи киленчӗклӗ сулхӑнӗпе илӗртекен тӳшек пек ҫемҫе пӑрҫа ани ҫине тӑсӑлса выртса, юпах тиха пек йӑваланас килет.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӑрҫа хутаҫҫисем тӗл-тӗл тытӑннӑ, тулнӑ, ҫав хушӑрах хуртпуҫҫи евӗрлӗ хӗрлӗ, шурӑ, кӗрен ҫеҫкисем те курӑнкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Юрӑ вӑрман хӗрринчен сылтӑмри пӑрҫа ани ҫинелле юхса саланать.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тем, вӗсен пӑрҫа пиҫет-и ара иккӗшӗн?

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Маюк, мӗн эсӗ унта, кӗл ӑшӗнче пӑрҫа суйламастӑн пулӗ те? — илтрӗ вӑл ҫак самантра хӑйне Вера чӗннине.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Кӑҫал ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 7260 гектар, ҫав шутран ҫурхи тулӑ - 3986, урпа - 2765, сӗлӗ 346 гектар акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсемпе паллашнӑ // С.ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/uj-xir-ecesempe-p ... ashna.html

Сухан татӑкӗ хыпрӑм та ӗнтӗ ҫавӑркалатӑп ӑна хӗл каҫнӑ пӑрҫа пӗрчине ислентернӗ пек».

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Анюк мӗн шухӑшлани вара пӗтӗмпех чӗлхи ҫинче, пӑрҫа пек тӑкӑнакан сӑмаххисенче.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ял хуҫалӑх центрӗн тӗп агрономӗ Марина Алексеева тырӑ тата пӑрҫа уйӗсенче тымар чирӗ- семпе сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑ пуррипе ҫуккине тата ҫумӑрпа вӑйлӑ ҫил вырттарса сиен кӳме пултарнӑ лаптӑксене шута илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тыр-пул парка ҫитӗнет, пысӑк тухӑҫ илес шанӑҫ пур // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d1%82%d1% ... 0%d0%bdac/

Пӑрҫа йышши культурӑсен гектаршӑн тавӑрса паракан субсиди виҫи 479 тенкӗ те 80 пуспа танлашать.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Шелттемсем ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсене ҫурхи тулӑ, вика, пӑрҫа, урпа, рапс тата ытти культура вӑрри сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен пӗр тикӗс шӑтса тухнӑ калчисемпе кӑмӑллӑ юлнине, кӗркунне пысӑк тухӑҫ илес шанӑҫ пуррине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шелттемсем ӗҫ йӗркине пысӑк ӑсталӑхпа туса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... %81%d0%b0/

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене акса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир симӗс тумпа витӗнчӗ // Сергей Орлов. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d1%83%d0%b ... %87%d3%97/

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче черетлӗ ҫур акире пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 18315 гектар (101 процент), пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 3242 гектар (105 процент) акса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫне пӗтӗмлетер-и? // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b0%d0%b ... 80-%d0%b8/

Ҫӗр ӗҫченӗсен кӑҫал пурӗ пӗрле пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем, пахча ҫимӗҫ 550 000 ытла гектар ҫинче акмалла, лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫураки алӑкран шаккать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60495

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех