Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытарса (тĕпĕ: пытар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укахви хуйӑха та, савӑнӑҫа та пӗрешкелех тӳлеккӗн, никама нимӗнпе палӑртмасӑр чӑтса, пытарса ҫӳреме вӗренсе ҫите пуҫланӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Танго ташланӑ чух, хӑйӗн чӑн-чӑн кӑмӑлне пытарса, сӑлтавсӑрах ҫав тери хавасланса кайнӑ пек курӑнма тӑрӑшрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ку вара Ҫтаппан аслашшӗн пытарса хунӑ пуянлӑхӗ пулнӑ.

Это дед Степана зарыл свои богатства.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

Апат юлашкисене вӑл туратсен хушшине вырнаҫтарса кайран валли пытарса усрать.

Остатки еды он прячет в развилке сучьев как запас на будущее.

«Леопардсем пӗр йывӑрлӑхсӑр йывӑҫ ҫине хӑпараҫҫӗ...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/251

Пытарса та пытарайман япалана! — терӗ хӑй, пуҫне чиксе утнӑ май.

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑ лайӑх, Тихӑн, чӑнлӑха пытарса тӑманни паха».

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вара ыттисем те пытарса тӑмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапах та ӑшӗнче мӗн пуррине пытарса лараймарӗ, татӑлса кайрӗ ӑшӗнче пытарӑнса, капланса тӑраканни.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пытарса ларасси пур, ҫӑвар уҫас та ҫук тус умӗнче!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Алӑпа ҫырнӑ тетрачӗсене унӑн арӑмӗ Раиса Михайловна вӑрттӑн ҫӗре пытарса хума ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑн пекрех пулчӗ-ши ман: ултава пытарса усрама вӑй ҫитереймерӗм.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Синкерлӗ вӑрттӑнлӑха пӗччен пытарса усрама та, пире, шӑллӗсене, ӳстерме те йывӑр пулнӑ ӑна паллах.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Арҫын хӗрачапа «секспа ҫыхӑннӑ пусмӑр ӗҫӗсем» тунӑ, мӑшкӑлланӑ, унтан вара преступлени йӗрӗсене пытарас тӗллевпе мӗскӗне ҫӗҫӗпе темиҫе хут чиксе вӗлернӗ, сапер кӗреҫипе шӑтӑк чавса ӳтне ҫавӑнтах пытарса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Вӑрман хӗрринче пӗр ҫӗрсе йӑваннӑ йывӑҫ айне полковник сумкине пытарса хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Вӑл хӑш-пӗр хӗрачасем пек вашкӑртма, чееленме пачах та пӗлмест, хӑй чӗринче мӗн пуррине пытарса пурӑнма та вӗренмен пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Чӑваш йӑлипе Ҫемен мучи вилсен вӑл ватӑ та сумлӑ ҫын пулнӑран ӑна пӗрремӗш ҫӗнӗ ҫӗртре пытарса ҫӑва пуҫӗ тунӑ.

По чувашской традиции, после смерти деда Семена, так как он был старым и почитаемым человеком, и его первым похоронили на новом месте и назначили главой кладбища.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Пирӗнтен вӑрттӑн авлантӑн, арӑмна пирӗнтен пытарса усратӑн.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Таса юратуран вӑтанмалла мар, ӑна пытарса тӑма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Пӗтӗмпех кала, нимӗн те пытарса ан тӑр!

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тен, ӑна ҫакӑн ҫинчен нимӗн пытарса тӑмасӑрах каламалла мар-ши?

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех