Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытаннӑ (тĕпĕ: пытан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Васкамасӑр вӑл пытаннӑ васан хӗрринех ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунти ҫуртсем Анаткасри пек ирӗккӗн, мӑнкӑмӑлланса лармаҫҫӗ, вӗсем темрен хӑранӑн, ытлашши палӑрас мар-ха тенӗн, пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗннӗ, пӗр-пӗрин хӳттине пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

1941 ҫулхи сентябрӗн 14-мӗшӗнче тыткӑнри салтаксене пуйӑспа Германие ӑсатнӑ чухне вӑл унтан сиксе тарнӑ, Украинӑри Одеса облаҫӗн Любашевски районӗнчи Горки ялӗнчи хресчен патӗнче пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Пӗр тапхӑр пытанса выртрӑм, ҫӳҫе тӗмӗсем хушшипе пытаннӑ автоматчика асӑрхама тӑрӑшрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Аслӑраххисем кӗпер айне кашкӑр пытаннӑ тесе пире иртерех таврӑнма хушаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ҫитрӗмӗр, ҫакӑнта пурӑнатӑп эпӗ, — йывӑҫсем хушшине пытаннӑ ҫурт умӗнче чарӑнчӗ Сима.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Арӑм, йытӑран хӑранӑ мулкачӑ капан айне тарса пытаннӑ евӗр, кухньӑна кӗрсе ҫухалчӗ, урай сӗрмелли шӑвапӑр аврипе алӑка тӗкӗлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

— Улттӑн икӗ ҫынна тапӑннӑ та — сак айне пытаннӑ!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыттисем — кам сӗтел айне, кам сак айне кӗрсе пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑҫта пытаннӑ

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр пӑхсан, ҫӑра хӑвалӑх хушшине пытаннӑ пысӑк кӳлӗ шӑппӑн тӗлӗрсе выртать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Умра инҫетре те мар сарлака ҫуначӗсене аран йӑтса ларакан ҫил арманӗ, ун хыҫӗнче лапсӑркка йӑмрасемпе ҫӑкасем, унтан тин вӗсен айне пытаннӑ лутра пӳртсемпе ытти хуралтӑсем курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗҫех клуб хыҫне пытаннӑ Петӗр те тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Пытаннӑ таҫта, ҫухалнӑ ҫил ачисем.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Сарӑ хӗвел тачка пӗлӗтсем хыҫне ӗмӗрлӗхех пытаннӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Лешӗ вара Ваҫук пытаннӑ ҫӗрелле хӑвӑрт чупса пырса тупать.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

— Праски, ача эсӗ хӗнесрен витене пытаннӑ та лаша унӑн ури ҫине пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗркеннӗ те тӑлӑппа Тӳшек хыҫне пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Хвелюк кӳршӗ карчӑкне чӗнсе пычӗ, — пытаннӑ ачисем тухиччен кил хураллӗх терӗҫ пуль, ахӑр.

Хвелюк тем временем сбегала к соседке-старушке, чтобы та присмотрела за домом, пока девочки не выйдут из своего укрытия.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ишут тухмасть — «Хуҫа пытаннӑ».

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех