Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыраканнисенчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сутӑнчӑк упӑшкине пула, Кӗтерук Мошков уретник пӑшалӗнчен вилет, Микула арӑмне, Анука, вӑл халӑха кӗрешӳре ертсе пыраканнисенчен пӗри пулнине пӗлсе ҫитсен, тытса арестлеҫҫӗ, Хусан тӗрмине ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Красноармейски районӗнче палӑртнӑ хуҫалӑх малти пыраканнисенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Витӗр мар куҫӗсене чаркаласа лайӑхрах пӑхрӗ те юмӑҫ карчӑк лаша ҫинче мӑнаҫлӑн ларса пыраканнисенчен пӗри Урасмет пулнине палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Асӑннӑ ферма районта кӑтартуллӑ ӗҫлесе пыраканнисенчен пӗри, унта 200 ӗне тытаҫҫӗ, тӑхӑр уйӑхра кашни ӗне пуҫне вӑтамран 5388 килограмм сӗт сунӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх-чӗрлӗхе хӑтлӑ витесенче тутӑ хӗл каҫарасчӗ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2021/10/22/%d0%b2%d1% ... %b0%d1%80/

Урӑх пултараймастӑп! — терӗ йӑтса пыраканнисенчен тахӑшӗ.

Больше не могу! — крикнул один из несущих.

8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Мӗншӗн тесен эсӗ чи малта пыраканнисенчен те маларахри, эсӗ — ирӗке кӑларакан!..

Потому что ты — самый передовой из передовых, ты — освободитель!..

VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

«Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ технологисене пурнӑҫа кӗртсе пырас тӗлӗшпе, Чӑваш Ен малта пыраканнисенчен пӗри тейӗпӗр.

Чувашия находится на высоких позициях по инновациям.

«Ҫамрӑксене Чӑваш Енри аслӑ шкулсене епле явӑҫтарасси» ятлӑ темӑпа стратегилле сесси пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=92 ... e2f5edb8b1

Кашни ир околотокра халӑх туллиех, околотока пыраканнисенчен нумайӑшӗ сывӑ.

Каждое утро околоток переполнен, и большинство приходящих совершенно здоровы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Чирлисемпе суранланнисене ӑҫта пулнӑ унтах пӑрахса хӑварчӗҫ, Тамангопа Айше ларса пыракан шлюпкӑна хум пырса ҫапрӗ те ыткӑнтарса ячӗ, вӑл хӑвӑрт путма пуҫларӗ, шлюпка ҫинче ларса пыраканнисенчен мӗн пурри те пӗр вунӑ ҫынна яхӑн ҫеҫ ҫӑлӑнчӗҫ; вӗсем каялла ишсе карап ҫине тухрӗҫ.

Пришлось бросить всех раненых и больных, Таманго и Айше сидели в шлюпке, высокая волна перекатилась через шлюпку и захлестнула ее, не прошло и минуты, как она пошла ко дну, только десять человек вернулись на корабль.

Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.

— Ӑсран тухнисене сыватмалли больница, — терӗ пирӗнпе пӗрле пыраканнисенчен пӗри.

— Больница для умалишенных, — сказал один из наших спутников.

VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Анчах никам та чӑрмантарман ӑна, никам та тӗрлӗрен ыйтусем парса йӑлӑхтарман, пачах урӑхла, вагон улӑштармалла е тепӗр поезд ҫине куҫса лармалла пулсан, кашни хутӗнчех, Матвей патне е кондуктор, е юнашар ларса пыраканнисенчен кам та пулин пырса, ӑна аллинчен тытса, ҫӗнӗ вырӑна илсе кайнӑ.

Никто его не тревожил, никто не надоедал никакими расспросами, но каждый раз, как приходилось менять вагон или пересаживаться на другой поезд, к Матвею подходил или кондуктор, или кто-нибудь из соседей брал его за руку и вел за собою на новое место.

XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Кӗнекесенче вуланӑ геройсем пекех хӑюллӑрах, ҫирӗпрех пулас терӗ; хӑйне тытсан, ҫӗрле ҫавӑтса кайнӑ чух, паровой арман тӗлӗнче ертсе пыраканнисенчен пӗри: «мӗн ҫавӑтса ҫӳремелли пур ӑна, пане хорунжи?

Хотел быть смелым, хотел быть крепким, как те, о которых читал в книгах, а когда взяли, вели ночью и у громады паровой мельницы один из ведущих сказал: «Чего его таскать, пане хорунжий?

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӗсемсӗр пуҫне тата пӗр-икӗ теҫетке колхозник — чи малта пыраканнисенчен

Да еще бы десятка два колхозников — из тех, что самые передовые…

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Марко паян ҫавӑнта пыраканнисенчен чи малтанхи пулчӗ.

Марко был его первым посетителем.

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пирӗн шкул ҫак енӗпе районта малта пыраканнисенчен пӗри.

С этой стороны наша школа в районе среди первых.

Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех