Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл аякран пӑхнипе мар, чӑннипех те унӑн хитрелӗхӗпе пылаккӑн киленчӗ, Атӑлҫи ҫутҫанталӑкӗ пилленӗ ҫак илемлӗхе пысӑк сыпкӑмсемпе ӗҫрӗ.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӗсем иккӗшӗ те — Ванюш та, Ваҫиле те — юлташӗсенчен вӑрттӑн пылаккӑн ассӑн сывлӗҫ, хӑйсен юратӑвӗшӗн савӑнӗҫ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫакна Тихӑн хӑйне ҫивӗч чӗлхишӗн ырлани вырӑнне хурса йышӑнчӗ пулас та, ахӑлтатакан ҫын еннелле ҫаврӑнса, хӑй те пылаккӑн ҫуталчӗ, вирлӗнрех кастара пуҫларӗ:
XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Ҫакӑн пек ӳссе кайнӑ-ха эс, Павӑл, — аш татӑкӗ ыйтса куҫран пӑхакан кушак евӗр, пуҫне енчен енне таять Ҫтаппан, пылаккӑн калаҫать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Эрехне вӑл кӑшт ҫеҫ сыпрӗ, апла пулин те тутисене тем вӑхӑт хушши пылаккӑн чаплаттарса, ҫулакаласа ларчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Пахчари уҫӑ сывлӑш ӑна чиркӳ хыҫҫӑн ҫӑтса тӑранмалла мар пылаккӑн туйӑнчӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗртен пӗр сехӗрлентерӳ ҫеҫ ӑна хупӑ ахаль шухӑш-тӑнлӑх патне тавӑрайӗччӗ, анчах вал хӑрава туймасть; сӗм хура хутлӑх уншӑн кӗвӗ-ҫемӗ пек, унӑн сасӑсӑр кӗввинче Эли чунӗ кӑна пылаккӑн ҫӗкленсе савӑнать.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Вӑрӑммӑн, пылаккӑн, ҫав хушӑрах тунсӑхлӑн та ыратуллӑн пулчӗ тӗмсӗлсе кӗтнӗ пӗрремӗш чуптӑву.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Тӗлӗнмеллерех тыткаларӑшлӑ, тимлӗн те пылаккӑн пӑхакан, ҫӑра сухаллӑ, ҫинҫе сасӑллӑ, вӗчӗрхенчӗкрех ҫак этем маттур сунарҫӑ пулса тӑнӑ, анчах хӑйӗн ҫак ӗҫне нимӗнле киленӳ те кӗртмест.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Куҫӑмсене уҫса ярсанах ҫаврӑнса выртрӑм та аллӑмсене пит ҫӑмарти айне пылаккӑн чиксе хутӑм, татах ҫывӑрас йӳтӗмлӗччӗ.Открыв глаза, я повернулся и сладко заложил руки под щеку, намереваясь еще поспать.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Арҫын сасси пылаккӑн шӑлтарать, хӗрарӑм ӑна юлхаввӑн та шухӑшлӑн хуравлать.Мужской голос сладко лебезил, женский лениво и задумчиво отвечал ему.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.
Ресторатор вара усаллӑн тата пылаккӑн ывӑтать:
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Сӑра вӗретӳҫӗ физиономийӗнче вӑл пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхӗсене шала пылаккӑн та рехетлӗн кӗни сӑнарланнӑ.Физиономия пивовара выражала сладостное и блаженное самоуглубление в тайны жизни.
Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.
Ку юлашки хут, анчах та пылаккӑн ҫапни пулчӗ-тӗр, — Стелла урӑх тӳссе тӑраймарӗ.Это было последним, но уже сладким ударом, и Стелла не выдержала.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ленин хӑй умӗнче «свидетельсен» сӑнӗсене — чапшӑн ниҫта кайса кӗрейми ҫӑтӑхакан, ытти мӗнпур ренегатсем пекех, йӑплака та йӗрӗнчӗк Григорий Алексинские курать; хӑй нихҫан никама вӗлермен пулин те, хӑйне «революционер-террорист» тесе вӗҫкӗнленекен, лапӑрчӑк сухаллӑ, пӗчӗк те йӑрӑ куҫлӑ этемккен — Бурцевӑн лӗкӗллӗ пиншакне курать; чапа хапсӑнакан, авкаланма-хӑлаҫланма юратакан тата анархистла юрлакан Борис Савинков дендие курать; ӗлӗкрех марксист пулнӑ Потресова тата большевик пулса пӑхнӑ Мешковские курать; Ленин ҫав мӗнпур «пулнӑ» ҫынсене, вӗсен профессорсенни майлӑ сухалӗсемпе кӳпшек пичӗсене йӑлтах курать, вӗсем ҫав тери вӗчӗрхенсе те сехӗрленсе каланӑ сӑмахсене илтет, ответ парать, вӗсем икӗпитленсе хуҫкаланнине, суйнине, намӑссӑрланнине, революцие курайманнине, массӑсенчен хӑраса ӳкнине, вӗсем вырӑс рабочи класӗ ҫине йӗрӗнсе пӑхнине, пролетари демократине ним вырӑнне те хуманнине тата Европа демократийӗ умӗнче — унти нӑйӑлти рабочи союзсемлӗ тата «марксистла» хупахсемлӗ буржуаллӑ демократи умӗнче пылаккӑн пуҫ тайнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларать!
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
— Эсир ан чӑрманӑр-ха, — пылаккӑн чӑсса калать хӗрарӑмӗ, — мӗнле эсир чӑрманма юратаканскер, чӑнах!— Да вы не беспокойтесь, — сладко тянет она, — какой вы беспокойный, право!
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пароход ҫине шухӑрах, парӑнакан пассажирка пырса кӗрсен, вӑл ун тавра, кӗлмӗҫ пек, темле ӑраснах именнӗ пек, хӑранӑ пек ҫавӑрӑнкаласа ҫӳрет, унпала пылаккӑн, йӑнӑшкаласа калаҫать, тути хӗррисенче унӑн супӑнь кӑпӑкӗ пек кӑпӑк тухать, вӑл ӑна пӗрмаях йӗрӗнчӗк чӗлхипе вӑрт ҫула-ҫула илет.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мӗн тери пылаккӑн илтӗнет ку.
16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Черновпа ҫавӑн йышши ытти господасем пылаккӑн шӑл йӗрсе ларсан, большевиксем Керенскине тапса сиктереҫҫӗ вырӑнтан…При благосклонном участии таких господ, как Чернов и другие, большевики сметут Керенского…
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Темӗнле тӑтӑрха, хӑюллӑ хум, хӑй ҫийӗн ҫӑмӑллӑн та пылаккӑн ҫӗклентерсе, йӑтса илчӗ сасартӑк Ромашова.Какая-то бодрая, смелая волна вдруг подхватила Ромашова, легко и сладко подняв его на себе.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1
- 2