Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗнче (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кун пек ӗнесем те пулаҫҫӗ иккен тӗнчере. Нихӑҫан та курманччӗ», хытса тӑчӗ Аля вите пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Пӗрин пуҫӗнче сӑран шлепке, теприн — ҫурӑк сӑмсаллӑ салтак карттусӗ, — уйрӑмлӑхне те ҫавна ҫеҫ асӑрхарӗ художник ку этемсенче.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл ҫӑм свитер ҫинчен вӑрӑм халат тӑхӑнса янӑ, пуҫӗнче — яланхи берет, уринче — чӑлхапуҫпе ҫемҫе пушмак.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хальхинче вӑл ҫӳхе пальто тӑхӑннӑ, шарф ҫыхнӑ, пуҫӗнче — кӑвак берет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ыйту хыҫҫӑн ыйту ҫуралчӗ Тимуш пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пӗрне те тӗлсӗр пӑрахман пулас Хветура, кашнинех Верук кравачӗн пуҫӗнче ларакан ҫӑка ҫӳпҫене киле-киле хунӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пӑхатӑп — коридорӑн тепӗр пуҫӗнче аллине ҫыхӑ тытнӑ лутрарах ҫын курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӑрӑхӑн тепӗр пуҫӗнче Турунов ларать, хӑй умӗнче тӑракан Григориупа хӗрсе, тарӑхса калаҫать.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кран ҫывӑхӗнче, кӗтесре, сварка агрегачӗ кӗрлет, ҫурт кӑшкарӗн тепӗр пуҫӗнче раствор хатӗрлекен машина хура симӗс хутӑша пӑтратать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тата леререх, котлованӑн леш пуҫӗнче, пулас ҫуртӑн пӗр пайӗ — икӗ хутлӑ каркас ҫӗкленнӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Валашка» тӗпӗнче, ку пуҫӗнче, сап-сарӑ шыв пӑтранать, шыв ҫийӗнче сӑвай юписен тимӗр мӑйӑхлӑ пуҫӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Айлӑмалла тӑсӑлса тухакан сӑмсах пуҫӗнче бульдозерсем чаваланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫийӗнче ун хӑмӑр кримплин костюм, ҫӳхе пальто, пуҫӗнче ҫамки ҫинех пусса лартнӑ берет.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пуҫӗнче чалӑшрах лартнӑ берет, ҫийӗнче ҫаврака хулпуҫҫийӗсене, тулли кӗлеткине тӑп тытса тӑракан гимнастерка.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Халь пӑх ӗнтӗ, кур Ҫтаппана: кӗве касса пӗтернӗ шлепке ун пуҫӗнче, тӗллӗн-тӗллӗн мамӑк курӑнса тӑракан фуфайка ун ҫийӗнче, темиҫе саплӑк лартса та сапласа ҫитеймен шӑтӑк-ҫурӑк атӑ ун уринче; вӑл фуфайка тӳмисене вӗҫертрӗ те, мӗн тӗслине ниепле те калама пӗлмелле мар тенниска курӑнса кайрӗ — ҫӳп-ҫап купи ӑшӗнче выртнӑскере туртса кӑларнӑ та тӑхӑнса янӑ, тейӗн; сӑмсана кӑвакарнӑ шӑршӑ кӳ! килсе ҫапнӑн та туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Халь ун пуҫӗнче тӗрлӗ шухӑшсем явӑна пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Мире юратакан пӗр государство та хӑйпе кӳршӗллӗ державӑпа, — ҫав держава пуҫӗнче Гитлерпа Риббентроп пек ирсӗрсем тата ҫынҫиенсем тӑраҫҫӗ пулин те, — мирлӗ килӗшӳ тӑвассинчен пӑрӑнма пултараймасть, тесе шутлатӑп эпӗ.

Я думаю, что ни одно миролюбивое государство не может отказаться от мирного соглашения с соседней державой, если во главе этой державы стоят даже такие изверги и людоеды, как Гитлер и Риббентроп.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

«Ку виҫ пуслӑх Микихвӗре пула ҫемҫе пукансӑр тӑрса юлӑп-и?» — явӑннӑ ӗнтӗ пуҫӗнче шиклӗ шухӑш.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Больницӑна паянах каймалла-тӑр», — мӗлтлетрӗ пуҫӗнче шухӑш.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑнпа-и е унӑн пуҫӗнче яланах «нит» сӑмах явӑннӑран-и ӑна хайхи хӗрарӑм упӑшки вилнӗ-вилменех тепӗр арҫынпа ҫывӑхланни килӗшмерӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех