Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӑнах (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫара пуҫӑнах, пуринчен те ҫӳлерех тӑракан ҫыннӑн лӑпкӑн тата хурлӑхлӑн та чӗре тӗпӗнчен тухакан сӑмахӗ малаллах янӑранӑ…

А речь человека, стоявшего выше всех с обнаженной головой, продолжалась, плавная, задушевная и печальная…

XXII // .

Ҫынсем килӗсене кӗрсе пытанмарӗҫ, ҫара пуҫӑнах урам варринче тӑчӗҫ, пӗлӗт ҫинчен килнӗ мунчара ҫӑвӑнчӗҫ; ача-пӑча, йӗм пӗҫҫисене тавӑрса, ҫул лакӑмӗсенчи кӳлленчӗксене кӗре-кӗре кайрӗҫ.

Люди не прятались в домах, стояли посреди улицы с открытыми головами, купались в этой небесной бане; ребятишки, засучив штаны, устремились в первые лужи, образовавшиеся в яминах, на дороге.

Ӗмӗрхи депутат // .

Крыльца ҫине ҫара пуҫӑнах тухнӑ Филька, Таньӑна хуллен чӗнчӗ.

Филька вышел без шапки на крыльцо и тихо окликнул Таню.

XIV // .

Пысӑк пӳртрен шурӑ ӳтлӗ хӗрарӑм, хӗрӗх пилӗ — аллӑ ҫулсене ҫитнӗскер, чупса килет, ҫара пуҫӑнах, аллине йӗке тытнӑ; хыҫӗнчен унӑн шурӑ ӳтлӗ ачисем чупса пыраҫҫӗ, вӗсем хӑйсене шӑп та шай негр ачисем пекех тыткалаҫҫӗ.

А из большого дома, смотрю, бежит белая женщина, лет сорока пяти или пятидесяти, с непокрытой головой и с веретеном в руках; за ней выбежали ее белые детишки, а вели они себя точь-в-точь как негритята.

Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // .

Атте йӗпе сукмак ҫинчех выртать-мӗн, ҫара пуҫӑнах, телогрейкине вӗҫертсе янӑ, сылтӑм аллине аяккалла хунӑ.

Отец лежал на мокрой тропинке, без шапки, в расстегнутой телогрейке, откинув правую руку.

1941-мӗш ҫул // .

Пирӗн умра, урапа ҫинче, ултӑ ҫын таран; вӗсем ларнӑ пек те, выртнӑ пек курӑнаҫҫӗ, хӑшӗсем сӑхманӗсене уҫса пӑрахнӑ, теприсем кӗпесемпе кӑна; иккӗшӗ ҫара пуҫӑнах; атӑ тӑхӑннӑ пысӑк урисем урапасен аяккинче силленсе пыраҫҫӗ; аллисене вырӑнсӑрах пӗрре ҫӗклеҫҫӗ, тепре антараҫҫӗ… кӗлеткисем чӗтреҫҫӗ…

В телеге перед нами не то сидело, не то лежало человек шесть в рубахах, в армяках нараспашку; у двоих на головах не было шапок; большие ноги в сапогах болтались, свесившись через грядку, руки поднимались, падали зря… тела тряслись…

Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.

Валери ҫав ҫырӑва амӑшне кӑтартрӗ — эпӗ хӗр пуҫӑнах юлма та хатӗр тесе пӗлтерчӗ; анчах амӑшӗ хӗрин качча тухма вӑхӑт тет пулсан, хӑй кама суйласа илет — хӗрӗ ҫавна тухма хатӗр.

Валерия показала это письмо матери — и объявила ей, что готова остаться в девицах; но если мать находит, что ей пора вступить в брак, то она выйдет за того, на кого укажет ее выбор.

II // .

Сергейпе Стефан Петрович Колхозник ҫурчӗн килкартине кӗрсен, ҫӗнӗ мар, анчах тирпейлӗ костюм тӑхӑннӑ, Хӗрлӗ ҫӑлтӑр орденӗпе пилӗк медаль ҫакнӑ Ефим Меркушев ҫара пуҫӑнах алкум вӗҫӗнче кулса тӑнине курчӗҫ.

Когда Сергей и Стефан Петрович вошли во двор Дома колхозника, Ефим Меркушев, в опрятном, хотя и не новом костюме, без шапки, с орденом Красной Звезды и пятью медалями, стоял на крыльце.

XXIX сыпӑк // .

Ун патӗнче, ӳкнӗ чух ыраттарнӑ чӗркуҫҫине шӑлкаласа, Венгри гусарӗ тӑрать, хӑй ҫара пуҫӑнах.

Около нее без кепи стоял венгерский гусар, потирал ушибленное при падении колено.

12 // .

Хӗр пуҫӑнах ларни те лайӑхрах пулӗ.

Сиди лучше в девках.

19 // .

Гимнастёрка вӗҫҫӗн кӑна, ҫара пуҫӑнах, вӑл крыльца ҫине, вичкӗн ҫил ҫине тухса тӑчӗ те нумайччен инҫетелле, ним курмасӑр пӑхса тӑчӗ…

В одной гимнастерке, с неприкрытой головой, он встал на крыльце, где хлестал резкий ветер, и долго стоял, смотря вдаль и не видя ничего…

IV // .

Френчпа, ҫара пуҫӑнах хӑй, — сарлака ҫамки тӗлӗнче автан киккирикӗ майлӑ тӑракан ҫӳҫне хуллен ҫеҫ ҫил вӗҫтеркелет.

Он был во френче и с непокрытой головой, ветер легонько шевелил над широким лбом петушиный гребень волос.

XX // .

Хӑй ҫара пуҫӑнах, сарӑ ҫӳҫлӗскер, хӑрах урине атӑ тӑхӑннӑ.

С непокрытой светлой головой и в одном сапоге.

XIII // .

Ҫара пуҫӑнах утнӑ вара Евдокия Тимофеевна.

И пошла Евдокия Тимофеевна, простоволосая,

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // .

Пурте хваттерелле чупаҫҫӗ, хӑшӗсем ҫара пуҫӑнах.

Все бегут на квартиру, некоторые без шапок.

XVI // .

Степка шывран тухрӗ те хӑвӑрт тумланчӗ, вара ҫара пуҫӑнах, шӑлаварӗн сарлака пӗҫҫисене суллантарса, ял еннелле чупрӗ.

Степка вылез из воды, быстро оделся и без шапки, болтая своими широкими шароварами, побежал к деревне.

V // .

Хӗрарӑмсем ҫак пӗтсе кайнӑ ҫынна курсан ахлатса илчӗҫ, палламан ҫыннӑн тумтирӗ те темле урӑхлаччӗ, хӑй ҫара пуҫӑнах.

Женщины взвизгнули при виде незнакомого человека с запавшими глазами, с непокрытой головой, облаченного в какое-то странное одеяние.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // .

Ҫак тискерлӗхе курнӑ май Огняновӑн ҫӳҫӗ вирелле тӑрать, хӑй ҫара пуҫӑнах, ҫаплах хуланалла чупать, пӗртен пӗр шухӑшӗ те Радӑна ҫӑласси кӑна.

Волосы становились у него дыбом при виде всех этих ужасов, и он, потрясенный, с непокрытой головой, все бежал и бежал к городу с одной мыслью, всецело овладевшей его сознанием, — спасти Раду.

XXXVII. Икӗ юханшыв // .

Хӑй ҫара пуҫӑнах, революци епле ӑнӑҫсӑр пӗтнине салхуллӑн пӑхса тӑрать.

Он стоял с непокрытой головой, взирая на ужасающее зрелище крушения революции.

XXXVII. Икӗ юханшыв // .

Ҫара пуҫӑнах яра пар!

Валяй без шапки!

XVII. Спектакль // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех