Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хветура пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, пӗшкӗнчӗ те кӗтесри кӗленче савӑт-сапана чанкӑртаттарчӗ, унтан тепӗр кӗтесе кайса тӑчӗ, кунта кивӗ хаҫатсене пуҫтарам пек турӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
«Вуттине хам кайса пуҫтарам», — тесе чирлӗ чӑваш ӳсӗркелесе ура ҫине тӑрать, анчах Майрепи ӑна пӗр утӑм та тутармасть.
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл хӑех сисрӗ, ун пичӗ халь вӑтаннӑ хӗрача пичӗ евӗр ҫиҫсе тӑрать, кӑна палӑртас мар тесе каччӑ, ҫӗрелле пӗшкӗнсе, хӗрарӑмсем тупайман ҫӗмӗрте пуҫтарам пекки туса ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ.
XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эп унччен сӗрме купӑса пуҫтарам, — терӗ Эльгеев, ҫырӑва сасӑпа вулама сӗнсе.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Эпӗ трюм патӗнче тӑнӑ чухне Самбо брезента ҫавӑрса пуҫтарам пек тӑватчӗ, манӑн урасем патне ҫитрӗ те пакӑлчакран хыттӑн тӗртрӗ, вара эпӗ палубӑран ӗнсепе шаплатрӑм, анчах ҫак алӑпа хӳтӗленсе юлтӑм.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
— Марыся, — терӗ вӑл, — эпӗ тӳсейместӗп текех, эсӗ те асапланатӑн; тинӗс хӗррине каям-ха, турпас пуҫтарам: кӑмакана та пулин хутар, тен, мӗн те пулин ҫимелли те тупӑп.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
— Николай Петрович, — терӗ вӑл ҫавӑн пекех кӑмӑллӑ сасӑпа, — сулхӑнта кӑштах ларӑр-ха эсир, эпӗ чейник лартам та ывӑлӑма ача садне яма пуҫтарам.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Пуҫа ҫума ҫумӑр шывӗ пуҫтарам. Ӑш ҫуннине ҫӑл шывӗпе пусарам. Ҫумӑр сивӗ сиплӗ теҫҫӗ, ӗҫме ҫук. Ҫӑл шывӗнчен уҫӑраххи ним те ҫук», — паян та манӑҫман юратнӑ юрӑ сӑмахӗсем.
Ҫӗнӗ юрӑ тенӗрен... Светлана Асаматӑн иккен // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21823.html
- 1