Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухнӑскер (тĕпĕ: пух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан вӑтан, ан имен — вӑрласа пухнӑскер мар ку укҫа.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Унӑн пӗр аллинче — чечек ҫыххи, гербари тума пухнӑскер, тепӗр аллинче — лӗпӗш тытмалли пӗчӗкҫеҫ атма.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

— Итлер-ха, Данил Макарович, — терӗм эпӗ, ун «курсне» итлесе самай «ӑс пухнӑскер».

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Трофим, ӗнтӗ чылай ӑс пухнӑскер, чӑнах, хуҫи урӑ чух унпа яланах йӑпӑш, «пӗр чӗлхеллӗ» (качака таки ытларах мӑйракисен кӑкне хыҫтарма юратать).

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Чӑваш ен Правительствин вице-премьерӗ Алексей Ладыков, тӗп хула сити-менеджерӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе ку енӗпе пысӑк опыт пухнӑскер, пӗр пуҫлӑх пулнинче ырӑ енсене кӑна курать:

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Комсомолта пиҫӗхсе вӑй пухнӑскер МЖК урлӑ мӑшӑрпа иксӗмӗр хваттер те илме пултартӑмӑр.

Набравшись сил комсомольской закалкой через МЖК вместе с супругом смогли получить квартиру.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех