Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуслӑх сăмах пирĕн базăра пур.
пуслӑх (тĕпĕ: пуслӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пек «мероприятин» усси виҫӗ пуслӑх кӑна пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Нит тени ҫур пуслӑх та ҫук унӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шанарова вара пин тенкӗлӗх ӗҫтерсен те виҫӗ пуслӑх шавлаттараймастӑн.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Тепри пур – виҫӗ пуслӑх ӗҫет те пин тенкӗлӗх шавлать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тем пек илемлӗ ҫырнӑ япалан та, вӑл ӗҫлекенсен класӗн, пӗтӗм ӗҫ халӑхӗн ӗҫне малалла яма пулӑшмасть пулсан, пӗр катӑк ҫур пуслӑх усси те ҫук».

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

И вунӑ пус, вунӑ пус, Вунӑ пуслӑх хӗрӗре Ҫӗр сум парса илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Выляса ярас килет, капла ларнинчен виҫӗ пуслӑх та усӑ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Ак алла пуслӑх хулӑнӑшлӑ йывӑҫ лекрӗ, хӑй тӗкӗннӗ-тӗкӗнменех тӳнсе ӳкрӗ (янкарлӑскер, шултӑрканӑскер, шӗкӗ ҫулӑхнӑ сухӑрсӑр хыр пулчӗ пулас).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ав, уҫӑрах вырӑнта пуслӑх тачкӑш вулӑллӑ тӑрнаккай йывӑҫ тӑр пӗччен хуралса, тӑлӑххӑн ларать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Участокри йӗркесӗрлӗхшӗн эпир рабочисем ҫине йӑвантаратпӑр, вӗсем пирӗн ҫине, ӗҫӗ вара виҫӗ пуслӑх та хускалмасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӑшӗсем вӗсене ҫавапах ҫулаҫҫӗ-мӗн те, пуслӑх хурсах тиесе, машини-машинипех килӗсене ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫав труссисене вунӑ ҫул ҫӗлесе те вунӑ пуслӑх авторитет ӳсмерӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Куҫми ман куҫ умӗнче ӗмӗрне пурӑнса ирттерчӗ — халиччен ҫынна ҫур пуслӑх ырӑ туман.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫав виҫӗ пуслӑх улмашӑн пуҫа ҫиес пулать-и?

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл килӗшрӗ, анчах ларнӑ-ларманах васкавлӑн: — Эсир ҫырнӑ хушӑра манӑн та вӑрмана виҫӗ пуслӑх усӑ тӑвас-ха, — терӗ кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗчӗкрех те вӑр-вар старик ӑнсӑртран яш-кӗрӗм вӑййине лекет-и: вӑл — ташлать, лаша тытса килет-и — юрлать, утӑ лавӗ ҫинче ларса пырать-и — пуслӑх вӗҫӗнче пуҫхӗрлӗ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Тепӗр самантран салтса янӑ пуслӑх ҫӳлелле тапса хӑпарать те, утӑ лавӗ кӑркка хӳри пек кӑпкаланса ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Паллах, кунашкал пӗлтерӳсене пуҫтарса яни вӗлернӗ е аманнӑ рабочисен ҫемйисене пӗр пуслӑх пулӑшу та паман.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Хӗвеланӑҫ енче ҫӑва пур, пуслӑх ун еннелле ӳксен, пуласлӑхра вилӗм кӗтме пулать.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашкинчен пуслӑх йӑвантарма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех