Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пускаласа (тĕпĕ: пускала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах пӗр вырӑнта юпа пек хускалмасӑр ларакан хӗр чӗнменнине кура, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— Эсӗ те ҫав, нимӗн те каламастӑн, — терӗ вӑл, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускаласа.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Тӑруках йывӑрланнӑ урасене ӳркенчӗклӗн пускаласа, уйӑрса панӑ ана енне суллантӑм.

Куҫарса пулӑш

VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Асфальт еннелле те пускаласа пӑхать ут, анчах та урӑм-сурӑм шалтӑртатса та кӗрлесе иртекен машинӑсенчен шикленет.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тем ыйтса малти урипе тӑп-тап пускаласа илет качака.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Куҫ умӗнчех: эп салтакран килнӗ чух йӑмра-асатте айӗнче хуп-хура куҫлӑ, пӗ-ӗ-ӗчӗкҫеҫ чиперкке тӑп-тӑп пускаласа ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Хӗрӳлӗхӗ ытла вӑраха пымасть ун: те чалӑш пуснипе, те турӑ пӳрнипе, тӑлтти-талтти пускаласа ҫенӗкелле уҫӑлакан алӑк ҫумне пан! пырса ҫапӑнать те тулалла катапультсӑрах кӑптӑрт-каптӑрт тухса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ерипен пускаласа Илле бригадир ҫумне пырса ларчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫав вӑхӑтра шалти пӳртрен, чӑлха вӗҫҫӗн пускаласа, аялти кӗпе-йӗмпе Хумкка мучи килсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иван пӗр ури ҫинчен тепӗр ури ҫине пускаласа, ӳсӗркелесе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кӗрсе тӑма вӑхӑт ҫук, — Хура Ҫимун ҫаврӑнса тухса каясшӑнччӗ, капкӑна лекнӗ пек, пӗр ури ҫинчен тепӗр ури ҫине пускаласа тӑракан Петрука курсан, тӑхтарӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсем, пӗрин хыҫҫӑн тепри асӑрханса, яка чулсем ҫине пускаласа шыв урлӑ каҫнӑ пек, кӗлет алӑкӗ умне ҫывхарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗр шухӑша кайса ларнипе Роза чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа кӗнине сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тимӗр витнӗ пӳрт тӑрринче тахӑшӗ йывӑррӑн пускаласа ҫӳрет, темскер шырать пулас.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑй ярӑнса ҫулнӑ май Ҫимун хӗвелпе пиҫнӗ урисене енчен енне пускаласа ҫулакан Сантӑркка ҫинелле пӑха-пӑха илет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хырса ҫуса тасатнӑ крыльца пусми тӑрӑх асӑрхануллӑн пускаласа, Хумкка мучи тараватлӑ кил хуҫи хыҫҫӑн пӳртелле кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Акӑ мӗн, секретарь, — урисене ылмаштарса пӗр вырӑнта тӑп-тап пускаласа илчӗ Арсентьев, — пирӗн иксӗмӗрӗн пысӑк ӗҫ тумалла пулать.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫар ҫынни янрарӗ те янрарӗ, директор та урисемпе пускаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑнласах хӑраҫҫӗ пулас, пӗр сас кӑлармасӑр, шиклӗн кӑна ура пускаласа утса пычӗҫ ҫамрӑксем ҫав асамлӑ вырӑн патне.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех