Шырав
Шырав ĕçĕ:
Силпи ҫепӗҫҫӗн кулса илчӗ, ӑшӑ куҫӗсемпе пӑхрӗ хӗрӗ ҫине, унпа калаҫса тунсӑхне пусарас килчӗ унӑн.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Кӑнтӑрлахи кӑмӑлсӑрлӑха пусарас терӗ вӑл.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ӑҫталла каймаллине чухлаймасӑрах автобуссем чарӑнакан вырӑна ҫитрӗм: «Яла кайса чуна пусарас…
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫын ҫине тухса, вутла ҫунакан чӗрине пусарас килет.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кашни ир Хумкка мучи, чӗрине пусарас тесе, ял Советне ҫӳрет, унта ҫеҫ калаҫать-ҫке радио та.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Мӗнпе те пулин хырӑм выҫҫине пусарас тесе.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вассан халӗ мӗн те пулин калаҫса чунне пусарас килет.
V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӑл хӑйӗн хуйхи-суйхине пусарас тесе, пӗчӗкҫӗ ҫутӑ еннелле те туртӑнма пултарнӑ.
IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Укахви, чӗре сикнине пусарас, ҫак ӑнкайсӑр япалана манас тесе, васкасах тырӑ вырма пикенчӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Нит ҫуккисем кама та пулин пусарас тесе тӗрлӗрен элек сарма та вӑтанмаҫҫӗ.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӑл ӑш-чик ҫуннине пусарас тесе юр ывӑҫла-ывӑҫла хыпать.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Савантер юри ҫапла нумай шаккаттарнине, чылай кӗттернине пӗлет пулсассӑн та ҫав сӑмахсемпе чунне пусарас терӗ пуль ӗнтӗ вӑл…
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах вӑрттӑн шухӑша кама каласа парса чуна пусарас?
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кӳренӗвне пусарас йӳтӗмпе вӑл темӗн ӗнӗрлекелесе шыв хӗррине анчӗ, анчах Нок каллех асӑрхаттарасран шикленнӗрен пачах шӑпланчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
— Ҫӳрекелетӗп… чун-чӗре тунсӑхне пусарас килнӗ чухне…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӑшри асапа кама каласа парса чуна пусарас?
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
— Ман санпа калаҫса чуна пусарас килет.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Амӑшӗ патне ҫитсен ӑшчикне пусарас тесе эрех ыйтрӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Арҫыннӑн вӗсене хӑваласа ярса ун хуйхине пусарас, чӗререн калаҫас килчӗ, анчах ял ҫине ырӑ мар сӑмах кӑларса хӗр чӗри валли тепӗр суран тупас темерӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Чунри асапа самантлӑха та пулин пусарас тесе ӗҫнӗ, анчах ку вӑхӑтлӑх йӑпану иккенне часах тавҫӑрса илчӗ арҫын.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.