Шырав
Шырав ĕçĕ:
пурӑнӑҫунта (тĕпĕ: пурӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
9. Халӗ вара эпӗ санран вут-ҫулӑм, ҫил тата хӑв пурӑнса ирттернӗ кун ҫинчен — пурӑнӑҫунта кирлӗ япаласем ҫинчен ҫеҫ — ыйтрӑм, эсӗ вара мана ҫавна та хуравлаймарӑн, терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ывӑлӑм! пурӑнан пурӑнӑҫунта чунна тӗрӗслесех тӑр, уншӑн мӗн сиенлине асӑрхаса тӑр, ҫавӑнтан сыхла ӑна: 31. пур япала та пуриншӗнех сиплӗхлӗ мар, хӑш-хӑш япалана пур чун та йышӑнмасть.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑн харам пурӑнӑҫунта юратнӑ арӑмупа пурӑнса килен, ӑна сана Турӑ ҫӗр ҫинчи харам кунусенче пӗрле пурӑнма панӑ: ку вӑл — пурӑнӑҫун шӑпи, ҫӗр ҫинче тӑвакан ӗҫӳсен шӑпи.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ывӑлӑм, ху ӗмӗрӳнте яланах Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра асра тыт, ҫылӑха кӗресрен, Унӑн йӗркисенчен тухасран сыхланса пурӑн, пурӑнӑҫунта кирек хӑҫан та тӳррине ту, ҫылӑх ҫулӗпе ан ҫӳре: 6. тӳрӗлӗхе тытса пурӑнсан, мӗн тунӑ ӗҫӳ санӑн ӑнса пырӗ; тӳрӗлӗхпе пурӑнакансен пуринӗн те ӗҫӗсем ҫапла ӑнса пыраҫҫӗ.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1