Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хуҫамӑма мӗн кирлӗ, эпӗ ҫавна тума васкӑп, кайран эпӗ мӗн виличчен ҫакӑнпа йӑпанса пурӑнӑп, тенӗ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Соломона ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна ҫапла каланӑ: 12. акӑ эсӗ Ҫурт лартатӑн; эхер те эсӗ, Эпӗ кӑтартса панӑ йӗркесемпе Манӑн ӳкӗтсене пурне те тытса тӑрса, Эпӗ хунӑ йӗркесене пӑхӑнса пурӑнсассӑн, Эпӗ Давид аҫуна каланӑ сӑмахӑма сан тӗлӗшрен вырӑна килтерӗп, 13. Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп, Хамӑн Израиль халӑхне пӑрахмӑп, тенӗ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид Ионафана каланӑ: ыран акӑ ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, манӑн патшапа юнашар сӗтел хушшинче лармалла; мана тытса ан тӑр, каям, эпӗ виҫминехи каҫчен хирте пытанса пурӑнӑп.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах Руфь ҫапла каланӑ: хӑвна пӑрахса хӑварма, хӑвӑнтан уйӑрӑлса кайма ан хисте мана; эсӗ ӑҫта каятӑн, эпӗ те ҫавӑнта пыратӑп, эсӗ ӑҫта пурӑнӑн, эпӗ те ҫавӑнта пурӑнӑп; санӑн халӑху — манӑн халӑхӑм, санӑн Турру манӑн Туррӑм пулӗ; 17. эсӗ ӑҫта вилӗн, эпӗ те ҫавӑнта вилсе ҫӗре кӗрем; Ҫӳлхуҫа мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр; мана санран вилӗм ҫеҫ уйӑрӗ, тенӗ.
Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗр яш ача, Иуда йӑхӗнчен тухнӑскер, левит, Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинче пурӑннӑ; 8. ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнта пурӑнӑп тесе, ҫав ача Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинчен тухса кайнӑ та ҫулпа пыруҫӑн Ефрем тӑвӗ ҫинче ларакан Миха ҫурчӗ патне ҫитсе тухнӑ.
Тӳре 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ халӗ Ҫӳлхуҫана Вӑл хӑвӑн Турру пулӗ тесе каларӑн, Унӑн ҫулӗпе ҫӳрӗп, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн ӳкӗчӗсене, Унӑн саккунӗсене тытса тӑрӑп, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑп терӗн; 18. халӗ сана Ҫӳлхуҫа та сӑмах пачӗ: Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне тытса-туса пурӑнсассӑн, эсӗ, Хӑй сана каланӑ пек, Унӑн тивӗҫлӗ халӑхӗ пулӑн, 19. Хӑй каланӑ пек, Вӑл сана Хӑй пултарнӑ пур халӑхран та мала кӑларӗ, пуринчен те хисеплӗрех, мухтавлӑрах, чаплӑрах тӑвӗ, эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑваплӑ халӑхӗ пулӑн.
Аст 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Пуху чатӑрӗпе парне вырӑнне тасалӑх тивлечӗ кӳрӗп; Ааронпа унӑн ывӑлӗсене те, священниксем туса, Хамшӑн ӗҫлесе тӑмашкӑн тасалӑх тивлечӗ парӑп; 45. Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, 46. вара вӗсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑйсенӗн Турри, иккенне, Эпӗ вӗсене Хам вӗсем хушшинче пурӑнассишӗн Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнине пӗлӗҫ.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.