Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнчӗ (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Миҫе кун кӗтсе пурӑнчӗ ӑна Алюнов хӑйсем тӗл пулма килӗшсе татӑлнӑ ҫак таврара!

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӗм вӑрмана кӗрсе, ҫынсенчен тарса ҫӳреме тытӑниччен пӗр пилӗк ҫул Аванкай Килтеш ялӗнче пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылайччен ухмаха хӑварса пурӑнчӗ Аванкай вӑйпутсене.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлсулттан, аманнӑ качча пӑхса, тата икӗ кун пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрремӗш эрнине Укаслу лӑпкӑнах пурӑнчӗ, хӑй кӗтнӗ пек пысӑк парне илнӗ Киремет ӑна инкек-синкекрен, Хунчар аллинчен сыхлӗ тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Шуйтан тӗми» патӗнче Пайтах урта пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑрҫӑ пуҫланиччен пӗр 5 ҫул малтан Савин Карели вӑрманӗнче йывӑҫ касса пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Юлашки вӑхӑтра арӑм килтех пурӑнчӗ: кунне виҫӗ хутчен апат хатӗрлетчӗ, кӗпе-тумтир ҫӑватчӗ…

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

…Анук вербовкӑпа тухса кайсан, Ҫтаппан мучи вунӑ ҫула яхӑн авланмасӑр пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ӗҫтешӗсемпе те, общежитире пӗр пӳлӗмре кун-ҫул талккӑшне пӗрле сукмаклакан хӗрпе те шӑкӑл-шӑкӑл, килӗштерсе пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хыҫҫӑнах сан ӑшна кӗҫӗн шуйттансенчен пӗри (ҫынсем ӑна вупкӑн е ийе теҫҫӗ) кӗрсе вырнаҫрӗ, вӑлах сана ӳлӗмре ҫӗр ҫӗклейми пысӑк ҫылӑхсем тума хӗтӗртсе пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паллах, шкул пурнӑҫӗнче вӗсен пӗрле, юнашар е тӗлме-тӗл пулма та тӳр килчӗ, ун пек авӑксенче вӗсем, ҫывӑх, тӗпри калаҫӑва ӑшра тытса, ӳлӗме хӑварса, пӗр-пӗринпе пӗр-ик сӑмахпа ҫеҫ сывлӑхлашкаларӗҫ, чикӗллӗ, сӑпайлӑ шӳтлекелени-кулни те пулчӗ, ытти мӗн калас тени, тӗпри, вӗсен ӑшӗнче ҫурхи пӗрремӗш ҫеҫпӗл ҫеҫки пек ачашшӑн, ҫӗрле ӳкнӗ ирхи сывлӑм пӗрчи пек тасан упранса пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полинана пулах ҫемьери хирӗҫтӑрусене, хӗвелсӗрлӗхе, ҫитменлӗхсене те ӑша ҫӑтса пурӑнчӗ, ял ҫинче вашкӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫемье те пӗр хушӑ йӗркеллӗ, шӑкӑл-шӑкӑл пурӑнчӗ, анчах ку нумая пымарӗ: вӑрҫӑ вучӗ витӗр вилӗме ҫӗнсе тухнӑ ашшӗ, виҫҫӗмӗш ушкӑнри инвалид, халӗ колхозра складовщик пулса ӗҫлекенскер, эрех черккипе туслашса кайсан, кил-йышра пӑтӑрт-патӑртсӑр та, ҫӑтӑр-ҫатӑрсӑр та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл сахал пурӑнчӗ, анчах та нумай туса ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Ҫавӑнпа Ванюк пӗр хушӑ манпа калаҫмасӑр пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Телее, 98 ҫула ҫитичченех пурӑнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ҫав шутран 1949 ҫултанпа пуҫламӑш классенчи ачасене вӗрентсе пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ремесленнӑй шкултан хӑйӗн патне вӑрӑм та имшеркке йӗкӗт килсе кайиччен вӑл пӗрехмай ҫунса, асапланса, кулянса пурӑнчӗ, чӗри унӑн вырӑнта тӑма та пӗлмерӗ.

Истерзанную тревогой с тех пор, как побывал у нее этот долговязый, худой парень из ремесленного.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл пилӗк ҫул асапланса пурӑнчӗ, кайран вилчӗ.

Потом промучился пять лет и умер.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех