Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнаҫҫӗ (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗншӗн пирӗн ялта хӗрсем сахалланса юлчӗҫ тетпӗр, ак ӑҫта иккен вӗсен патшалӑхӗ, ай-яй-яй, юрамасть, юрамасть ун пек, хӗрсем, сире каччӑсем куҫ пек кӗтсе пурӑнаҫҫӗ, эсир пур хӑнк та тумасӑр ват ҫынсем пек пӳлӗмре пӑчӑхса ларатӑр, — чӗлхе-ҫӑвара вылянтарма пуҫларӗ пӗр каччи, таҫтан татса килнӗ чечеке сӗтел ҫинчи вазӑна вырнаҫтарса.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Колхозниксем хулари пекех чаплӑ та пысӑк ҫуртсенче пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫавӑнтанпа вӗсем амӑшӗпе иккӗшех пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пирӗн тӑрӑхра чӑннипех те ырӑ чӗреллӗ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Тӑванӗсем Хмельницки облаҫӗнчи шап-шурӑ ҫуртсемлӗ, чие сачӗсемлӗ ялта пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

— Пӗрехмай йышланса пыракан ӗҫсӗр ҫынсенче пирӗн парти рабочи класӑн пӗр пайне курать; ӗҫсӗрлӗх нихҫан пулма пултарайман тӗнчери пӗртен-пӗр ҫӗршыва хирӗҫ вӑрҫа хатӗрленекен румыни оккупанчӗсен вӑрӑ-хурахла политикине пула ҫав рабочисем чӑтма ҫук йывӑр пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ

— …В беспрестанно растущей массе безработных наша партия видит часть рабочего класса, наиболее тяжко страдающую от грабительской политики румынских оккупантов, подготавливающих войну против единственной страны в мире, где нет и никогда не может быть безработицы…

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пирӗн ӗнсе ҫинче ыттисем, ӗҫлеменнисем, пурӑнаҫҫӗ.

Нашим трудом живут и другие — те, кто не работает.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Сыснасем пек пурӑнаҫҫӗ, путсӗрсем!»

«Живут, как свиньи, отребье этакое!»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Патӑрьелӗнче пурӑнакан Андрей Владимировичпа Ирина Николаевна Паймуллинсем паян ҫемье савӑнӑҫне кӑмӑлтан пӗрле пайласа пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

Вӗсен арӑмӗсем ырӑ курса пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, эс вара мана асаплантарсах чуна илетӗн.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Мӗн ҫисе пурӑнаҫҫӗ, камсемпе туслашаҫҫӗ, мӗнле вӗренеҫҫӗ — сана паллӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

— Ӗнӳсем апат ҫимесӗр пурӑнаҫҫӗ пулсан!

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Хамӑр общежитипе юнашар хӗрсем пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Ют ҫынна тарҫӑра тытса пурӑнаҫҫӗ, тӑван амӑшне ватлӑхра канма илсе килмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ Каюровсем икӗ пӳлӗмлӗ ҫӗнӗ хваттерте пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пурӑнаҫҫӗ те иккен ҫынсем! — ӑмсанса шухӑшларӗ чухӑн студент.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Камӑн пур — унӑннипе пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мӗн, эсир пире, ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен летчиксене, сирӗн сводкӑрсемшӗн кӑна пурӑнаҫҫӗ тетӗр-им?

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав хуртсем унта тӑватӑ ҫул хушши тӑранса пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пурӑнаҫҫӗ те иккен ҫынсем, — хушса хучӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех