Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуррине (тĕпĕ: пурӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӑҫтан пӗлнӗ-ха унӑн ылтӑнӗ пуррине?

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумккан ӗҫес кӑмӑлӗ пуррине пӗлсен, Хура Ҫимун укҫине хӗрхенсе тӑмарӗ, Сантӑрккана лавккаран эрех илсе килтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юхин паян ирех кил хушшинче мӗн пуррине, аслӑ пахчине пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юхин тухса чупма та хатӗрччӗ, калаҫса татӑлмалли пуррине аса илсе: — Ваше сиятельство, ҫынна чӗнсе килесси нимех те мар. Малтан хакне шухӑшласа хурасчӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Господин стражник хӑй те ман аттен, Платун хыҫҫӑн старӑстӑра ӗҫлекен Максим Даниловӑн, аякра ӗҫлесе пурӑнакан ывӑлӗ пуррине илтнӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пулӑшу ыйтса, айӑплӑ ҫыннӑн ятне тата ӑна ачаллӑ икӗ хӗрарӑмран палласа илме май пуррине, хӗрарӑмсен ҫийӗнчи чӑваш тумне сӑрласа пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан вӗсем ҫине ахаль-тен ҫеҫ пӑхрӗ пулсан та, кашнин аллинчех апат-ҫимӗҫ кутамкки пуррине, хӑйсем килте тӗртсе тунӑ улача е йӳн йышши ҫитсӑ кӗпе тӑхӑннине, урисене тӑла-ҫӑпата сырнине асӑрхаса, ку ҫамрӑксем баржа ҫинче матросра ӗҫленине тавҫӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнтӗ ун кил хушшинче лаша, ӗне, сурӑхсем пуррине тата хуралт тутарни ҫинчен те пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта вӑл хӑйӗнчен хаклӑрах паракан пуррине курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑшманӗсенчен мӗнле хӑтӑлма май пуррине шутласа илчӗ пулас та Платун хӑйне такам касса турама пуҫланӑ пек кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ялйыш умӗнче хӑравҫӑлла курӑнса намӑса кӗрес килмерӗ ун, сехре хӑпнине лӑплантарас шутпа сӑхсӑхрӗ те, пӳртре мӗн пуррине йӑлтах тӗрӗслеме шут тытса, юлташлӑха кам та пулин килессе кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрӗ Миххапа явӑҫнӑ хыпара илтнӗ хыҫҫӑн вӑл чӗринче мӗн пуррине каласа хӗрне ӳпкелеме килнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тухатмӑшӑн мул пуррине пурте пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула сыхланса кӑна вуламалли кӗнеке пуррине аса илчӗ те, чӗри ҫуйлӑн тапма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне Ҫтаппан ҫине тинкерсе пӑхрӗ те ун куҫӗнче хуйхӑпа салху пуррине астуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Прихутра кунашкал илемлӗ хӗрарӑм пуррине аса илеймерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сан чунунта темле йӑрӑс пуррине, эс ӑна пытарма хӑтланнине ҫӳлти аттемӗр витӗрех курать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха арӑмӗ сӑмахӗнче тӗрӗсси пуррине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малти пӳрт алӑкне уҫса ячӗ те, унта мӗн пуррине курсан, пуҫӗнчен ҫапса анратнӑ пекех пулса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл яшка-ҫӑкӑр тыткалакан пӳлӗмре пыл сӑра пуррине аса илчӗ те ӑна йӑтса тухса сӗтел ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех