Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурне (тĕпĕ: пур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫапла, Петр Алексейччӑ, эсӗ пурне те пӗр виҫепе ан виҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Роза пурне те алӑ парса тухрӗ, куҫҫульне шӑлкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурне те тӑвӑпӑр, Архип Григорьевич, — терӗ Петӗр, хӑйсем тума пултарман япала та ҫук пек.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арлӑ-арӑмлӑ пурӑнмаҫҫӗ-ши-ха тесе, пурне те пӗлме юратакан хӗрарӑмсем вӑрттӑн-карттӑн сӑнама пуҫларӗҫ, анчах халлӗхе нимӗнех те сисӗнмерӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурне те астутарӗ вӑл мана…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тапак пурне те килӗшрӗ пулас, ӑна илес текенсем черетпех тӑрса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурне те тӑвӑпӑр, Эрхип Григорччӑ, ҫиме енчен аптрамастпӑр-ха, малашне мӗнле пулӗ, — кивӗрех карт-тусӗ тавра нӑйлатса вӗҫекен пыл хуртне хӑваласа ярасшӑн пулчӗ Маркка, анчах лешӗ ҫаплах вӗҫе-вӗҫе килчӗ те Марккан ахаль те шӗпӗн пек пӗчӗк сӑмси тӑрне килсе тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн ыйтнине пурне те парӑп…

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне пурне те кӑтартса ӑнлантарсан, Анук, ӗҫлеме тӑхӑннӑ кӗпине пӑрӑхса, пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ, ани… эсӗ мӗн хушнине пурне те итлӗп.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн, хӑвӑртрах ҫывӑрса, пурне те манас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла пурне те вырнаҫтарсан, Ҫтаппанпа иккӗшӗ пичкепе карҫинккана тата чӗресе нӳхрепе антарса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне, пӗчӗк хапхине уҫса, пурне те кӗме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан кимме турех Атӑлӑн тенӗр ҫыраннелле тытни пурне те хумхантарчӗ, анчах нихӑшӗ те сӑмах пуҫарса ыйтма хӑяймарӗҫ, «вырӑна ҫитӗпӗр те пурте паллӑ пулӗ» тесе шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь, ҫакна аса илсен, Ваҫли икӗ аршӑн сатин, кӑнахвет, премӗк, булка, кӑлпасси, пулштух эрех илсе, пурне те пӗр хутпа чӗркесе ҫыхрӗ те кӗтме калаҫса татӑлнӑ вырӑна пычӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурне те пултаратпӑр, кума.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир иксӗмӗр арлӑ-арӑмлине пурне те каласа пар.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсир пурне те мантӑр.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурне те мӑшкӑлланӑ!

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тахӑшӗ тӳсеймесӗр ӳсӗрсе ячӗ, ку вара пурне те шартах сиктерчӗ, чӗркуҫҫи айсем чӗтрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех