Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑшнӑ (тĕпĕ: пулӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял ҫыннин пурнӑҫӗ ҫулсерен лайӑхланни вӗсен ӗҫри хастарлӑхне ӳстерме пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Тепӗр чухне ӗлӗкхи буржуйсемех пирӗн енне куҫса пире пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Откан пулӑшнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Такмак вӑл ӗлӗк те пулӑшнӑ, малашне те пулӑшӗ! — хӗрарӑмсене пӗр-ик ӑшӑ сӑмах каласа, лашине ҫул ҫинелле пӑрчӗ Архип Григорьевич.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Миххана икӗ община улӑхне туртса илме пулӑшнӑ хыҫҫӑн Лаврский унӑн чи ҫывӑх тус-йышӗ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халиччен хуйхи-суйхине сирме пулӑшнӑ крючниксенчен писе пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирина хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнме пуҫларӗ, мӗншӗн вӑл хӑйне темӗн чул пӑшӑрхантарнӑ, нервине хавшатнӑ, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн амаланма пуҫланӑ юратӑвне туртса илме пулӑшнӑ ӗҫ вырӑнне талпӑнать-туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ара, вӑл шкулта вӗренекенсене уроксем тума пулӑшнӑ, курс ӗҫӗсем те, дипломсем ҫыртарнӑ, пысӑк ҫемьене ирӗн-каҫӑн хӑй тавра пуҫтарнӑ, хӑнасене те, тӗрлӗ уявра кӗтсе илсе, савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

2000 ҫулта ҫак кун Тӗп саккуна йышӑнни Чӑваш Республикин политика тытӑмӗн никӗсне хывнӑ, патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлне йӗркелеме пулӑшнӑ.

Принятие основного Закона в этот день в 2000 году заложило основу политического устройства Чувашской Республики и обеспечило слаженную работу всей системы органов государственной власти и местного самоуправления.

Олег Николаев Чӑваш Республикин Конституцийӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/11/30/chva ... avash-resp

Вӑл чылай арҫынпа хӗрарӑма юратӑвӑн вӗҫсӗр тӗлӗкӗпе киленме пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Паян ҫав тырӑ нимӗҫ фашисчӗсене хирӗҫ кӗрешме епле пулӑшнӑ пулӗччӗ!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хула хӑй таврашӗнчи ҫӗрсене вӑйлӑ витӗм кӳнӗ, таврари йышлӑ вырӑнти калаҫусене пӗр евӗрлӗ тума пулӑшнӑ.

Город оказывал сильное влияние на окружающие его земли и содействовал приведению в единообразие существовавшие в округе диалекты.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Ун таврашӗнчи сиплӗ мӑка та пуҫтарса типӗтнӗ — шыҫӑ таврашне хӑвӑрт шӑтарса юхтарма пулӑшнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Итле-ха, Степа, эс кашни кун илсе ҫӳрекенни кам вӑл? — вӑтанчӑклӑрах ыйтрӗ Ефим, ентешне пирус тивертме пулӑшнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл пире аслӑ пурнӑҫа пӗрремӗш утӑмсем тума пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Вӑрнарти ку вӗренӳ учрежденийӗ нумай хӗрпе каччӑна пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ҫирӗп тӑма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Тренерсемпе пӗрле спортра ӑнӑҫу тума пултаракан вӗренекенсем валли ҫул уҫма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Ҫак тапхӑрта вун-вун ентеше спортпа туслашма, ҫитӗнӳсем тума хавхалантарма пулӑшнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Хӑйӗн наставникӗсене, ӗҫ опытне пуянлатма пулӑшнӑ ӗҫтешӗсене — Е.С.Совинӑна, Е.К.Копташкинӑна, Н.Я.Медведевӑна, Р.А.Удинӑна, Г.В.Удина, Р.Я.Белобаевӑна, Е.С.Дьяконовӑна, И.А.Платоновӑна вӗрентекен мала хурать, ырӑпа асӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Фронта та пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех