Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултараймасть (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрӗссипе каласан, Илюша мӗншӗн килӗштернине Альбина хӑй те путлӗн ӑнлантарма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

— Ун пек пулма пултараймасть! — шурса кайрӗ Испуханов.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пирӗн шутпа, коммунизм тунӑ тапхӑрта искусствӑ ролӗ ҫавӑн пек ҫеҫ пулма пултараймасть: искусствӑ ролӗ нумайрах, сарлакарах, вӑйлӑрах пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Акӑ мӗншӗн: чӗреспе сӑра формӑпа содержание ӑнлантаракан тӗслӗх пулма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Паллах, идейӑ илемлӗ произведенин содержанийӗн ӳтне кӗрет, унтан уйрӑм тӑма, таҫта вӗҫсе ҫӳреме пултараймасть; содержани писатель пурнӑҫа мӗнле ӑнланнинчен килет, вӑл хӑйӗн умне лартакан задачӑсене мӗнле ӑнланнинчен, мӗнле ӑнлантарнинчен, пурнӑҫа кӗртме сӗннӗ майсенчен килет.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Хирӗҫлеме халь тин пултараймасть ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пулма пултараймасть

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вырӑс турри вара Савантере кунта нимӗнпе те пулӑшма пултараймасть, вӑл вӑрманти пурнӑҫа та, тискер кайӑксен йӑли-йеркине те пӗлмест пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унсӑр пӗр ҫын та пурӑнма пултараймасть пек.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Элек сармасӑр, ҫынна усал тумасӑр пурӑнма пултараймасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, ачам, ун пекки пулма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу халӗ Тимофей-хусаха тав сӑмахӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те калама пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Этем тени апла териех шалта хӑйен мӗн пуррине пытарма пултараймасть пек те…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Телейлисен ҫӗршывӗнче пусмӑр та, хӗн-асап та пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен унта Ахпӑлатпа Савантер пеккисем те, ҫак шалча ҫинчи пуппа Килтешри Иннокентий евӗрлисем лекеймеҫҫӗ…»

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ман турӑ сан ывӑлна чӗртсе ура ҫине тӑратма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр тесен хӗрупраҫа ҫара илме пултараймасть ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Телей те пулмасан, ирӗклӗхне те ҫухатсан, мӑнаҫлӑха та мӗскӗнлӗхпе хупласан, ӗмӗтленме те, ӗмӗт-шухӑшне ҫитерме те пултараймасть пулсан мӗн тума пурӑнмалла-ха унӑн!

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл тӑнран кайнӑ пекех: сӑмах чӗнме те, хускалма та пултараймасть

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Енчен те урхамах кӳсе аллине тӳрех парӑнать-тӗк вара Пинер пӗтет, вӑл ку ут ун маррине ниепле те ҫирӗплетме пултараймасть, мӗншӗн тесен хӑй ҫак мыскарана шухӑшласа кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫук, пулма пултараймасть, капла часах парӑнакан ҫын мар вӑл.»

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех