Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуличчен (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ним пӗлми пуличчен ланккатӑн.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ачаран ҫын пуличчен урӑх ҫынна «паллама», унпа туслашма пӗлмелле иккен, мӗншӗн тесен тӑшман тени, куршанак евӗр, хӑех тупӑнать те ҫыпҫӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Тӳс, эппин, пӑчӑ пуличчен.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Кӳр-ха ӑна кунта, — Симон Васильевич Левен кӑларса тыттарнӑ хута чӗрпӗк-чӗрпӗк пуличчен ҫурать те урна енне перет; сасартӑк вӑйланса килсе тухнӑ ҫил ҫаврӑмӗ вӗтӗ-вӗтӗ хутсене вӑрман еннелле вӗҫтерсе илсе каять.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шырасан-шырасан, стена ҫумне, ӑшӑтмалли батарейӑпа юнашар, ҫын куҫне курӑнмалла мар ӑсталаса ҫапса лартнӑ кассӑна, стена тӗслӗ фанертан майлаштарнӑскерне, уҫать те унта тӗркемӗ-тӗркемӗпе укҫа арканса выртнине курать, Малтан укҫа тӗркемӗсене васкавар йӑта-йӑта машина ҫине куҫарать, унтан заместителӗн пӳлӗмне канистрӑри бензинпа лӗчӗр-лӗчӗр пуличчен сапса тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен хӑйпе кӗскен паллаштарать, каллех хӑйсен нуши пирки ӑнлантарать, вара пуҫлать Сидор Иванович Селендеева вӑрҫма та ятлама — министр куҫ харшине пӗкӗ евӗр пуличчен сиктеркелесе ларать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫап-ҫутӑ пуличчен сӑрланӑ вырӑсла хапха ҫинче май хӗвелӗн шевли мулкачла вылять.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пит кӳренмелле-иҫ ку: пӗри ватӑлса та йӳтесе хӑвӑл йывӑҫ евӗр хӑмп-хӑмп пуличчен пурӑнать те, теприсенне вара урисем ҫине пурнӑҫ ӗни ачаллах латӑртаттарса пусать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Халӑх хушшине тухас умӗн хӳре кӗпҫисене йӑлкӑшакан пуличчен ҫутатса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Туя кайма хатӗрленнӗ чухне кӗмӗл тенкӗсене куҫа йӑмӑхтаракан пуличчен пурӑпа ҫутатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Шупашкарта тӗл пуличчен сывӑ пул, тусӑм».

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ҫуратаймастӑн, тӗрӗсрех каласан, санӑн ачу ҫуратмалла пуличчен пурӑнаймасть.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Автобус курӑнми пуличчен Владимир Петрович вырӑнтан хускалмарӗ, анчах вӑл ун хыҫҫӑн «чипер кай» тесе те каламарӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Мунча пуличчен выртса кан пӑртак, ывӑлӑм, — терӗҫ Ивана ашшӗпе амӑшӗ, стена ҫинчен вӑчӑраллӑ кивӗ сехет ҫине пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Суд пуличчен ялтан тухса ан ҫӳре.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫӗр сум укҫа пуличчен ҫӗр тус пултӑр тесе каламастчӗҫ-и? — хирӗҫ тавӑрать Куҫми.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сире кӗҫӗр пӗлӗт курӑнми пуличчен ӗҫтерме тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепре тӗл пуличчен.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Унтан урапа ҫине тепӗр хут хӑпарса тӑчӗ те мӗн лав курӑнми пуличчен алӑри тутрипе ял еннелле сулла-сулла тӑван тӑрӑхпа сывпуллашрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫӗр ҫинчи, шыври чӗр чунӑн, кайӑк-кӗшӗкӗн, пуллӑн та хурт-кӑпшанкӑн ирӗклӗхӗ пӗр-пӗринпе тӑранса пурӑнакан, хӑйӗнчен вӑйлӑраххине тӗл пуличчен ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех