Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулайӗ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
14. Эпӗ сана хирӗҫ тӑрас кунсенче чӗрӳ тӳсейӗ-ши, аллу ҫирӗп пулайӗ-ши?

14. Устоит ли сердце твое, будут ли тверды руки твои в те дни, в которые буду действовать против тебя?

Иез 22 // .

44. Иордан хӗрринчи хӑмӑшлӑхран кӗтӳлӗхе тухакан арӑслан пек, Эпӗ вӗсене пӗр кӗтмен ҫӗртен хӑваласа кӑларӑп, вӗсен чи лайӑх такисене тапӑнӑп! кам Ман пек пулайӗ? кам Мана сӑмах чӗнме пултарӗ? мӗнле кӗтӳҫӗ Мана хирӗҫ тӑрайӗ?

44. Вот, восходит он, как лев, от возвышения Иордана на укрепленные жилища; но Я заставлю их поспешно уйти из него, и, кто избран, тому вверю его. Ибо кто подобен Мне? и кто потребует от Меня ответа? И какой пастырь противостанет Мне?

Иер 50 // .

19. Иордан хӗрринчи хӑмӑшлӑран кӗтӳлӗхе тухакан арӑслан пек, Эпӗ вӗсене пӗр кӗтмен ҫӗртен хӑваласа кӑларӑп, вӗсен чи лайӑх такисене тапӑнӑп! кам Ман пек пулайӗ? кам Мана сӑмах чӗнме пултарӗ? мӗнле кӗтӳҫӗ Мана хирӗҫ тӑрайӗ?

19. Вот, восходит он, как лев, от возвышения Иордана на укрепленные жилища; но Я заставлю их поспешно уйти из Идумеи, и кто избран, того поставлю над нею. Ибо кто подобен Мне? и кто потребует ответа от Меня? и какой пастырь противостанет Мне?

Иер 49 // .

18. Турӑ ҫынни ун чухне патшана ҫапла каланӑ пулнӑ: «ыран ҫак вӑхӑтра Самари хапхи умӗнче пӗр виҫе чи паха ҫӑнӑхшӑн — пӗр сикль, икӗ виҫе урпашӑн пӗр сикль тӳлӗҫ» тенӗ; 19. ҫавӑн чухне ҫав улпут Турӑ ҫыннине ҫапла хуравланӑ: «Ҫӳлхуҫа тӳпере чӳречесем уҫса парас пулсассӑн та, унашкал пулайӗ-ши?» тенӗ.

18. Когда говорил человек Божий царю так: «две меры ячменя по сиклю, и мера муки лучшей по сиклю будут завтра в это время у ворот Самарии», 19. тогда отвечал этот сановник человеку Божию и сказал: «если бы Господь и открыл окна на небе, и тогда может ли это быть?»

4 Пат 7 // .

2. Турӑ ҫыннине патшанӑн шанчӑклӑ ҫынни ҫапла хуравланӑ: Ҫӳлхуҫа тӳпере чӳречесем уҫса парас пулсассӑн та, унашкал пулайӗ-ши? тенӗ.

2. И отвечал сановник, на руку которого царь опирался, человеку Божию, и сказал: если бы Господь и открыл окна на небе, и тогда может ли это быть?

4 Пат 7 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех