Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

профессор сăмах пирĕн базăра пур.
профессор (тĕпĕ: профессор) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Профессор ӗнтӗ вӑл, Хусанта медицина институтӗнче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вӑл профессор умне чӗркуҫленсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Профессор сӑмахӗсене учитель чӑвашла куҫарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куҫлӑхлӑ, сухаллӑ профессор килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпир вара пурте пӗрле утара тухса каяс тесе ҫеҫ тӑраттӑмӑр, шӑпах ҫав вӑхӑтра Настаҫ кинеми пырса кӗчӗ те: — «Профессор кунта чух утара никама та ертсе ан килтӗр», терӗ сана Палюк мучи, — тесе каларӗ хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Тӗрӗссипех калас пулать, Лев Борисович паллӑ профессор килни мана та, Палюк мучие те, пирӗн ялти ҫынсене те савӑнтарчӗ, ҫавӑн пек хисеплӗ ҫынна пурин те курас килчӗ, ҫавӑнпа та ку хыпар яла питӗ хӑвӑрт сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Вӑрмана кайса ҫӳренӗ чух хӑвӑрпа ялан хутпа кӑранташ илӗр, мӗн курни-пӗлнине ҫырса хурӑр», — терӗ Лев Борисович Лембэ профессор, пирӗн шкула пырсан.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Кун хыҫҫӑн профессор Палюк мучи патне утара ятарласах пырса курма пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

— Лев Борисович Лембэ профессор вӗҫен кайӑксене ыт ахальтен тытса усрамасть, вӑл кайӑксем мӗнле пурӑннине сӑнаса пӗлет, ун ҫинчен вара кӗнекесем ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

— Утар таврашне кайӑксене юри явӑҫтаратӑн пулсан, мӗнле, сирӗн утарта пыл хурчӗсем сахалланса пыни сисӗнмест-и? — Палюк мучи пекех чеен кулкаласа ыйтрӗ профессор та.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Эсир, профессор юлташ, пирӗн колхоз утарне пырса курӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Профессор юлташ: «Кайӑксене эпӗ питӗ юрататӑп», терӗ, — сисӗнмеллех тӗртсе чеен пуҫларӗ вӑл хӑйӗн сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

— Юрать, — терӗ ун чух профессор, — апла пулсан эпӗ сирӗн шкула пырса ытти ачасемпе, учительсемпе калаҫӑп.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Лев Борисович Лембэ — вӗҫен кайӑксене тытса усраса, кайӑксен пурнӑҫне сӑнаса пӗлекен профессор, орнитолог.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Профессор?.. — шалтах тӗлӗнсе хытса тӑчӗҫ Микишпа ун тусӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Профессор.

Профессор?.. — пӗр-пӗрин куҫӗнчен кӑнн! пӑхса илчӗҫ ачасем.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Профессор?

Мускавран профессор килчӗ те шуҫӑмлах тухса кайрӗҫ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Ҫитменнине Гришӑн куккӑшӗ профессор.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех