Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн поварӗн ӑнланӑвӗ тӑрӑх, ҫак кухньӑн вӑрттӑнлӑхӗ кашни апат-ҫимӗҫӗн чӑн-чӑн тутине тӗпренех улӑштарасси пулнӑ: ӑста пӗҫернӗ какай тутийӗ пулӑ тути пек пулнӑ, пулӑ — кӑмпа пек, макарон — тар пек пулнӑ; анчах ромб е трапеци формине йышӑнмасӑр яшка ҫине пӗр кишӗр те лекеймен вара.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Вунпилӗк ҫулхи капитан халь йӑлтах карап поварӗн аллинче.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑл Верочкӑна ашшӗпе амӑшӗ патне чӗннӗ хыҫҫӑн ҫавӑнтах хозяйка поварӗн арӑмӗ патне чупса кайрӗ те: «Сирӗн барин пирӗн барышньӑна ҫураҫнӑ», — терӗ; хозяйкӑн кӗҫӗн горничнӑйне чӗнсе илчӗҫ, эсӗ хӑвна туслӑ ҫын пек тыткаламастӑн, пире ку таранччен те нимӗн те каламан, тесе ӳпкелеме пуҫларӗҫ: кӗҫӗн горничнӑй хӑйне мӗншӗн ятланине ниепле те ӑнланаймарӗ — вӑл нихҫан та нимӗн те пытарса курман; ӑна каласа пачӗҫ — «эпӗ хам та нимӗн те илтмен», — пытарнӑ тесе ахалех ятланӑшӑн унтан каҫару ыйтрӗҫ; кӗҫӗн горничнӑй ҫӗнӗ хыпара пӗлтерме аслӑ горничнӑй патне чупрӗ, аслӑ горничнӑй «Апла эппин, эпӗ нимӗн те илтмен пулсан, вӑл ӑна амӑшӗнчен вӑрттӑн тунӑ ӗнтӗ, Анна Петровна мӗн пӗлнине эпӗ пурне те пӗлекенччӗ-ҫке», — терӗ те барыня патне пӗлтерме кайрӗ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1