Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пиччепе (тĕпĕ: пичче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пиччепе иккӗшӗ пӗр шут тытнӑ тейӗн. Хӗр те хӗр теҫҫӗ», — шухӑшлатӑп эпӗ, каччӑ сӑмахӗсене тӑнласа.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пиччепе пӗрле ма каймарӑм-ши эп асаннесем патне?

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Тӑван пиччепе тӗл пулнӑ пекех, ман шутпа.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӗрне каялла илсе кайма тесе ир-ирех пашкаса ҫитнӗ Мӗкӗте пиччепе унӑн арӑмне, Верук инкене, Мерченсен килӗнче ҫӗрле мӗн пулса мӗн иртнине каласа парса, лаках лартрӗҫ ӑҫта май килнӗ ҫавӑнта.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Манӑн икӗ пиччепе йӑмӑк пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... an-3644434

— Эсӗ мана ҫавна кала, Фома Фомич: Ҫимун пиччепе ывӑлӗсем манӑн Микулай ҫинчен мӗн калаҫрӗҫ?

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Калаҫма юратманран кулӑшла япаласем те пулкаланӑ Иван пиччепе.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ тепӗр куннех пиччепе Тарӑнвара тухса каннӑччӗ, куккасене пӳрт лартса пама…

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпир те хӗлле пиччепе иксӗмӗр каяттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Тен, кӑштах аслӑрахчӗ те-ши, тен, саккӑр та тултарманччӗ-и. «Ачасем, каҫхине театра каятпӑр, хатӗр пулӑр», — терӗ анне пӗр ирхине пиччепе мана.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— «Сулагаевсен ашшӗпе амӑшӗ мунча кӗме кайсан ӑнсӑртран сӗрӗм тивнипе вилнӗ», — ҫапларах калаҫҫӗ ялти ватӑсем, ман аттепе аннене (ялти пек каласан, Петӗр пиччепе Марье инкене) аса илсен.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫапла, сӗрӗм тивнипе вилчӗҫ Петӗр пиччепе Марье инке, лайӑхах астӑватӑп, — кӗсйинчен пирус кӑларчӗ Илья Семенович.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эсир мӗн хӑтланатӑр, пиччепе Улькка?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Хӑвӑрт ҫӳреме юратакан пуҫтах, шухӑ ҫын тӗлне ҫаклантӑмӑр пулас — ку пире канава ӳпӗнтермӗ-и ӑнсӑртран тесе ан пӑшӑрханӑр тата, — Мирун пиччепе Мӗтри ҫине айӑплӑн кулса пӑхкаларӗ шофер.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Кирек мӑнле ҫыннӑн та мӑнкӑмӑллӑх пур: хыҫалтан виҫҫӗмӗш грузовик ыткӑнса килнине асӑрхасан Мирун пиччепе Мӗтри пач та сикмерӗҫ, пире таптамасӑр хӑвӑртрах иртсе кайтӑр ку хӑямат тенӗ пек, кӑштах ҫул айккинерех пӑрӑнчӗҫ те — ӗҫӗ пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Чул сарнӑ лакӑм-тӗкӗмлӗ ҫула юр хӗвсе тикӗсленӗ те, машинӑсемшӗн семафор уҫӑ темелле: Мирун пиччепе Мӗтрие икӗ грузовик хуса ҫитсе иртрӗҫ, анчах хайхискерсем ҫуран танккакан икӗ арҫынна ҫунӑк бензин шӑршипе кӑна вӗртерсе хӑварчӗҫ: алӑ ҫӗклени усӑсӑрах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Мирун пиччепе Мӗтри те халь-халь грузовик е урӑх мӗнле те пулин машина тупӑнать-и тесе ҫул юппинче пӗр сехет майлах тӑпӑртатса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Выл шывӗ урлӑ хывнӑ ҫӗнӗ тимӗр кӗпер ҫывӑхӗнче район хулинчен таврӑнакан Мирун пиччепе унӑн вунсаккӑрти ывӑлӗн Мӗтрин автобус ҫинчен ирӗксӗртен тенӗ пекех анма тиврӗ: автобус Асламасалла каять, ашшӗпе ывӑлӗн вара Шӑмат таврашӗнчи йӑмраллӑ пӗчӗк яла ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ҫакӑ пӗтӗмпех Мӗкӗте пиччепе Митюк умӗнче пулса иртрӗ, анчах ҫынсем ӑна, кашни чӗрчунӑн хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗ тесе, хальлӗхе хӑйсен ӑс-тӑнӗ ҫывӑхнех ямарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ҫавӑн чухне тин Мӗкӗте пиччепе Кӗтерне инке, ырӑ ҫынсем: «Ҫемьери пахматсӑр юратнӑ, чамасӑр савса ӳстернӗ пӗртен-пӗр ача телей ҫеҫ мар, инкек хутаҫҫи те ҫӗклесе килме пултарать», — тенине асра тытса, татах ача ҫуратма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех