Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

питне (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне ҫирӗп тытма тӑрӑшса питне кӗпе ҫаннипе шӑлса илчӗ Вова.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Уксах Тарзана епле пулӑшмаллине пӗлеймесӗрех аллине супӑньпе ҫурӗ Вова, унтан — питне, вара унтан тирпейлӗн шӑлӑнса пӳлӗмелле иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Унӑн вӗри сывлӑшӗ ачан питне ҫапса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ачалӑх мӗнне пӗлме ӗлкӗреймен ача, ҫара уранскер, кӑвак пиртен ҫӗленӗ йӗм пӗҫҫийӗсене тавӑрнӑскер, «шип-шип аттине» тӑхӑнса янӑскер, тарпа та тусанпа хуралса кайнӑ питне шӑлкаласа, ун-кун пӑхса йӑпӑртатса утать.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тетей тепӗр хут питне юрпа шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ку чӑнах та йӗркесӗрлӗх, йӑмӑкӑм Элиме, — питне шухӑшлӑ туса, вӑл хӑйӗн хӗрлӗ куҫ харшийӗсене антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Питне темиҫе хутчен шывпа сӗрсе илчӗ те шӑппӑн каларӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл хулпуҫҫийӗсене хӗсрӗ, питне пӗркелентерчӗ, куҫӗсене тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Хӗрӗм ӗҫе кайнӑ, виҫӗ кун ӗнтӗ киле килменни, эпир кӗтсе ывӑнтӑмӑр ӑна, — вӑл тутӑр вӗҫӗпе питне шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Элиме питне кремпа сӗрчӗ, анчах ку пулӑшмарӗ, тепӗр кӑштахран пӑнчӑсем каллех кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хирӗҫленӗ пек пулса, питне хӑех ун еннелле пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Сирӗн кунта хӑнасем-ҫке, — вӑл питне сӑтӑрса илчӗ те аллисене усрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пиншакӗ ҫӳхе пирки Кирей ҫӳҫенсе илчӗ те шӑллӗ еннелле питне пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӑйне айӑплӑн туйрӗ Кирей, питне тартрӗ Элимерен, вӑтанчӗ пӑхма ун ҫине, питӗ аван мар туйрӗ хӑйне.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Айӑплӑ ҫав эп, — питне сивӗ шывпа ҫунӑ май калать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Айӑпа? — сивӗ шывпа питне ҫума хатӗрленнӗ ашшӗ алтӑра сак ҫине лартать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Лайӑх мӗнсемех-и вӗсем? — питне икӗ аллипе, мусульмансем «аллахлатнӑ» чухнехи евӗр, канӑҫсӑррӑн сӑтӑрса илет.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Канешнӑ, — куҫкӗрет мӑшкӑллать таксист, куктӗррипе витӗннӗ питне хӑрах аллипе шӑлкаласа.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен, асӑрханса, пӗшкӗнет те ывӑҫласа шыв ӑсать, питне кӑштах йӗпетсе илет.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мавра инке — пӑрчӑкан пек йӑрӑ этем — тем вӑхӑтра питне ҫуса илет, керогаз чӗртет, вара ун ҫине кастрюль лартать те: — Уй урлӑ каҫнӑ ҫынсен хырӑмра ҫил выляканччӗ, — тет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех