Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пирӗншӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш литератури, Октябрь хыҫҫӑнхи ҫулсенче кӑна халӑх пурнӑҫне шанчӑклӑ тымар яма пуҫланӑ литература, ачалӑхран хӑвӑртах темелле ҫамрӑклӑха куҫрӗ, унтан, ҫулсерен вӑй илсе, пирӗншӗн пулсан вӑрӑмах ҫулне вӑй питти ҫын пекех утса пычӗ (чӑн та, терт-хӗн тӳсмесӗр мар), халӗ пысӑках утӑмсем тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пирӗншӗн, значӑтцӑ, кунта унӑн кашни сӑмахӗ хаклӑ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хаяр тӑшмана ҫӗнтерме Тӑван ҫӗршыв пирӗншӗн нимӗн те шеллемӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пирӗншӗн тӑшман ҫеҫ ан пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Энӗшкасси пирӗншӗн эпир унта ҫуралса ӳснӗрен, улӑх-ҫаранти кашни кӗтес ҫывӑхран ҫеҫ паха мар…

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗншӗн пӗр-пӗрне, ачасене чунтан юратса пурӑнни пултӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку вӑхӑт, пирӗншӗн ҫитнӗ пекех, вӗсемшӗн те ҫитӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, телейсене тупсан, пирӗншӗн те хаваслӑ хӗвел ҫутӑлса килсен, пуриншӗн те лайӑх пулӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Аппа, эсир пирӗншӗн ырӑ тунине ҫырлахтарма урӑх нимӗн те ҫук.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗншӗн ҫимӗҫе ан таткала, тархасшӑн.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Суяссипех суйнӑ вара… Ахӑртнех, цирк чапне ҫӑлса хӑварма тӑрӑшнӑ пулмалла. Ҫыраканне цирк хуҫи мӗн чухлӗ тӳлерӗ-ши? Ку пирӗншӗн те усӑллӑ-ха. Ӑнсӑртран инкек-мӗн сиксе тухсан, кунта ҫырни пирӗн хута кӗрекенӗ пулӗ», — хавасланса шухӑшларӗ те Богданов малалла вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑрушлӑх сӗмӗ пирӗншӗн чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Аякра пурӑнакан чӑвашсем ун чухне пирӗншӗн аваллӑха упраса пурӑнакан, чӑвашӑн асамлӑ пурнӑҫне шалтан пӗлекен, чӑваш халӑхӗн философине тӗплӗн ӑнланакан йӑхташсем пек туйӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ун чухне кукаҫей пирӗншӗн пурнӑҫ хуҫиччӗ: чи асли, чи ӑсли.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Паллах, ҫак ҫырмасенче вӗтелекен хаяр вӗлтӗренсӗр, аманса пӗтнӗ йӑмрасемсӗр тата ҫынсем кӑларса пӑрахнӑ ҫӳп-ҫапсӑр пуҫне нимӗн те тупман пуль, анчах пирӗншӗн ҫак ӗҫ кирлӗ тӗпчев евӗрлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ҫак ӗҫ пирӗншӗн «ҫӗнӗ тӗнчесене» тӗпченӗ евӗр пулнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ҫӗнӗ кас ачалӑх вӑхӑтӗнче пирӗншӗн тертлӗ кас пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ҫавӑнпа пирӗншӗн кас халӑхӗн пурнӑҫӗ пӗр ҫемьери пек туслӑ туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Пирӗншӗн тӗн тени ниме тӑман, кирлӗ мар ӗненӳ пулнӑ, анчах анне пире, ачисене, яланах: «Сире шкулта тем те калама пултараҫҫӗ, анчах эсир Турӑ ҫинчен нихӑҫан та, никампа та, нимӗн те калаҫса ан ҫӳрӗр», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Пирӗншӗн усӑллӑ пулӗ вӑл», — тет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех