Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Митальсем ҫакнӑ, чаплӑ костюм тӑхӑннӑ, — Тимуш пиншакне тытса пӑхрӗ Элекҫей.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Вӑл вара ҫӳхе пиншакне хывса хӑй вырӑнне хучӗ те пӑтара ҫакӑнса тӑракан хура шӑлаварӗпе чылаях кивеле пуҫланӑ вельветкине илчӗ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Вӑл кӑвак пурҫӑн кӗпе ҫинчен иртнӗ эрнере кӑна пин ҫурӑ парса туяннӑ ҫӗнӗ ҫӳхе пиншакне тӑхӑнчӗ, сарӑ туфлийӗсене бархатпа шӑлса ҫутатрӗ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Володя тӳрех ҫӳхе пиншакне хывса Аня ҫине уртрӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
— Ҫӳллӗччӗ вӑл, типшӗмрех питлӗ, кӗске ҫанӑллӑ сар кӗпепе, хӑмӑр карттуспа, хура брюкипе, пиншакне хывса аллинчен уртса янӑччӗ…
2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Аслашшӗнчен састӑп илсен хура пиншакне хыврӗ, шурӑ ҫухаллӑ кӑвак кӗпе вӗҫҫӗн юлнӑскер ҫӗрулми кӑларма тытӑнчӗ, хутран-ситрен аллинчи сехечӗ ҫине пӑхкаласа тӗмӗ хыҫҫӑн тӗмӗ сирпӗнтерчӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ачан пиншакне тӳрлеткелерӗ, ҫӗлӗкне пусарах лартрӗ, ҫаплах вӑрҫрӗ:
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Кирук ӑна хӑйӗн пиншакне сарса парса вырттарчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Шӑллӗ ним те каламарӗ, ура ҫине тӑрса, хулпуҫҫи ҫине пиншакне уртрӗ, пуҫне карттус тӑхӑнчӗ, Кирук сумка ҫӗклерӗ, иккӗшӗ те вара вӑрман ӑшнелле кӗрсе кайрӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Сеткӑран вӑл хӑйӗн хура пиншакне кӑларчӗ те ҫине тӑхӑнчӗ, тепӗр пиншакӗпе шӑллӗне витрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Джинсран ҫӗленӗ костюмӗн пиншакне йӳле янӑ.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
— Эс мӗн, «пит ӑслӑскер», влаҫсене хирӗҫех чӗвен тӑрасшӑн мар пулӗ те тата? — Вӑл, полици костюмӗн пиншакне йӳле янӑскер, сылтӑм аллипе йӑпӑр-япӑр брюкин вӗче кӗсйи тӗлӗнче пытарнӑ пистолет кобурине ярса тытрӗ, пиҫиххи тӳмисенчен вӗҫертрӗ те (шалтан нимӗн те кӑлармарӗ), урипе тӑрӑст! тутарса, унпа «ҫӗнӗ преступлени ашшӗне» вӑнк тӗллерӗ:
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Хӑмӑртарах кивӗ, хӗлле тӑхӑнмалли тӑршӑннӑ пиншакне, чавси сӗркеленсе ҫӗтӗлнӗскере, пӗр тӳмепе ҫеҫ тӳмеленӗ, юрӑхсӑра тухнӑ шалпар тӗксӗм шӑлаварпа, саланнӑ тӗссӗр пушмакпа.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Вӑл васкамасӑр ура ҫинӗ тӑчӗ, кӗхле-кӗхле тӳмесӗр кӑвак кӗпине, хӑмӑрпа тумхаланнӑ кивӗ хура пиншакне тӑхӑнчӗ, вара хавшак ҫунакан ҫурта пек мӗлт-мӗлт мӗлтлетекен ыйтуллӑ-тавлӑ куҫӗпе хӑйне сиплекен куҫне «солидол сӗрме» пуҫларӗ:
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Альберт ыйту ҫине хуравлас вырӑнне васкасах, тӳмисене вӗҫертсе, костюм пиншакне йӳле ячӗ, унӑн шалти кӑкӑр кӗсйи ҫине пӳрнипе хатаррӑн тӗллерӗ:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Самаях халсӑрланса кайсан кустӑрмасене ҫавӑрма чарчӗ те пашка-пашка кабина алӑкне уҫрӗ, усал сӑмахсем лаплаттара-лаплаттара, машинӑран татӑлса, ҫӗр ҫине, ватӑ тӗмӗ ытамне, анса тӑчӗ, пиншакне ярханах ярса, ҫамки ҫинчи патӑртатакан тарне ҫанӑ вӗҫӗпе шӑлса илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Борис ҫийӗнчи пиншакне хывса ҫерем ҫине сарчӗ, Клавӑна лартрӗ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Алексей Даниловичӑн калаҫнӑ чух пит-куҫӗ тарласа кайрӗ, ҫавӑнпа та вӑл пиншакне хывса пукан хыҫне ҫакса ячӗ, пӗчӗк тутӑрпа тарланӑ ҫамкине, мӑйне шӑлкаласа сӑмахне малалла тӑсрӗ:
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Лисук кинеми патӗнче пултӑм, тем йывӑрланнӑ пек пулнӑ-ха вӑл, паян кунӗпех вырӑн ҫинче, — ҫийӗнчи пиншакне пӑтана хывса ҫакнӑ май калаҫрӗ амӑшӗ.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Федор Павлов тек чӑтса лараймарӗ, шӑппӑн тӑрса, кӑвак пиншакне хывса пукан хыҫӗ ҫине ҫакрӗ, шурӑ кӗпе ҫийӗн тирпейлӗ ҫыхнӑ кӑвак галстукне пушатрӗ, кӗпе ҫухине вӗҫертсе ячӗ, вара хӑйпе пӗрле илсе килнӗ сӗрме купӑсне алла тытрӗ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.