Шырав
Шырав ĕçĕ:
пиллӗкелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫирӗм пиллӗкелле ҫывхаракан Ҫинахвин хусах-ха, салтакран иртнӗ кӗркунне таврӑннӑ.
21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Машина чарӑнма та ӗлкӗреймерӗ, алӑкӗсем алхапӑл уҫӑлчӗҫ те, Сергей патне пӗр хӗрӗх пиллӗкелле ҫитнӗ ҫын утса та мар, чупсах пырса тӑчӗ, пуҫне брезент картуз тӑхӑннӑ хӑй, ҫийӗнче пир кӗпе, ҫемҫе парусинӑран ҫӗленӗ галифе-шӑлавар.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗр ҫирӗм пиллӗкелле ҫитнӗ пуль ӗнте вӑл, анчах сӑнран пӑхма аслӑрах пек курӑнать: ҫӑмки ҫинче унӑн инҫетренех пӗрӗнчӗксем палӑраҫҫӗ, хуралсарах ларнӑ типшӗм питҫӑмартисенче вара хура мӑк сухал, чаштраскер те каю пекех ҫӑраскер, шӑтса ларнӑ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Утмӑл пиллӗкелле ҫитсен, ватӑлмалӑх кунта тесе пӑртак укҫа пухсан, вӑл Америкӑна таврӑнма шут тытать, ҫавӑнта тухса каять.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1