Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пикенчӗҫ (тĕпĕ: пикен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем тӗрлӗ ҫӗре саланса пулӑ тытма пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Япаласем илме малтан кӗрсе кайнисем каялла тухма пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Сӗтел ҫинчи эрех кӗленчине кӗлеткисемпе хуплама пикенчӗҫ, анчах асӑрхамасӑр сӗтеле тайӑнтарса ячӗҫ те, ҫур литр кӗленчи, ҫӗре ӳксе, арканса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Икӗ тимӗрҫӗ, икӗ тракторист Ҫинук ертсе пынипе ӗҫе пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Унтан Мӗкӗте Йӑванне шырама пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Ивукпа полицейски тарма пикенчӗҫ.

Ивук с полицейским рванулись бежать.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Левентейпе Липӑна лашисене чарнӑ-чарман утсем ҫинчен сӗтӗрсе антарчӗҫ те умлӑн-хыҫлӑн чуптума пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑлкас ҫыннисем, саккӑрӑн икӗ ушкӑна пайланса, ӗҫе пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Купӑсҫӑ чӑваш ташши кӗввине пуҫласа ячӗ, вара ҫынсем пӗчченшерӗн те, мӑшӑрӑн та ташлама пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем каллех ӗҫе пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫавӑнтах сӗтел ҫине ҫупа ӑшаланӑ пӗр ҫатма ҫӗрулми пырса лартрӗ, арҫынсем ӑна кашӑк тулли ӑсса ҫиме пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем пӗр-пӗрне чыслӑн сывлӑх сунчӗҫ, айккинерех пӑрӑнса вӑрттӑн калаҫма пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем Ахтупайпа урама тухрӗҫ те ваттисем ялти ӗҫсем пирки калаҫнине итлеме пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сисрӗҫ арҫынсем, вӗсен чӗрисем хӑвӑртраххӑн тапма пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пикментей ку мӗскӗнсене хӗрхенсе темскер калама тӑнӑччӗ, анчах калаймарӗ, юнашарах икӗ ҫын пӗтӗм вӑйпа ҫухӑрашса тӳпелешме пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем Захарьин воевода сотникне тав турӗҫ те хӑйсем пӗлекен тӳрӗ сукмакпа крепоҫалла хӑпарма пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑшман тӳрех тапӑнма хӑйманнине кура тутарсем ишӗлнӗ хӳмене куҫ умӗн-чех юсама пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑнтӑрла тӗлне ун патне Чапкун янӑ иҫниксем пырса ҫитрӗҫ, ӳсӗрскерсем, вӗсем кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртех ял ҫыннисемпе ҫапӑҫма пикенчӗҫ, темиҫе ҫӗрте карта алӑкӗсене ҫӗмӗрсе хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет ҫӗр каҫма ҫывӑхри яла кайрӗ, ыттисем юманлӑх хӗррине вут хурса апата пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутарсем шавлӑн калаҫса тата хӑйсене пасарти пек ирӗклӗн тытса ӑҫта килнӗ унта вырнаҫса ларчӗҫ те кунти пурӑнмалли ҫуртсене, ҫар ҫыннисен шлемӗ пек тӑрӑллӑ чиркӳсемпе соборсене сӑнаса пӑхкалама, ҫав хушӑрах кӗсьере юлнӑ иҫӗм ҫырлипе урюка чӑмлама пикенчӗҫ; вӗсен элчисем вӑрӑм аркӑллӑ тумтир тӑхӑннӑ дьяксем хыҫҫӑн палатӑсене кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех