Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пеккине (тĕпĕ: пекӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем патне хваттерех кайма ҫынсенчен аван мар, пирӗн пӗчӗк хулара ун пек-кун пеккине пытарма кансӗртерех, ҫавна май чылай чухне чееленме тивет.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Ун пеккине ҫеҫ мар курнӑ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кун пеккине илтменччӗ халиччен.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Васан пеккине пытанса ларчӗ те чирлӗ каччӑ хӑй патнелле килекен хӗре, чӑхха куҫлакан тилӗ пек, сӑнама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах кирлӗ пеккине тупаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑваш туррисем хирӗҫлемен ун пеккине.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килӗш Киремете ӑна ҫиллентерме юрамасть ҫав, ун пеккине хур кӑтартма пӗлет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карлай хӑй пуҫне тӑхӑнса янӑ калпак пеккине ярса тытрӗ те хӗр ҫӑварне унпала хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халех вӗсем пеккине, Пухса парас Питӗре», Тесе патша пӗтерчӗ, Тутисемпе елпӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Кун пеккине курманччӗ-ха эп…

Куҫарса пулӑш

Кӗскен // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 43–44 с.

Ҫакӑн пеккине тахҫантанпах туянасшӑн эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

Кун пеккине тӗлӗкре ҫеҫ курма пулать.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хальччен кун пеккине илтмен-ха эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хальччен эпир кун пеккине курман.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Юлашкинчен чи пӗчӗккине, шӗшкӗ мӑйӑрӗ пеккине, тупрӑм-тупрӑмах.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

«Шӑп ман пеккине шырать тата, Павӑл мар-ши ку?» — ку хутӗнче чӑнласах ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫук, йышӑнмарӗ авланнӑ арҫын чунӗ-чӗри кӑмӑлӗпе ырӑ, таса, пӑхма та чипер хӗре, йышӑнмарӗ, яхӑнне те ямарӗ, Лена пеккине ҫеҫ тус тӑвасшӑн, уншӑн ҫеҫ чӗрине яри уҫса ярасшӑн, ун пеккишӗн ҫеҫ чӑн-чӑн таса та ҫутӑ юрату вутӗнче хыпса ҫунасшӑн…

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Ну, калӑр, итлетӗп эпӗ, тен, чӑнах та айӑпа кӗнӗ сирӗн умӑрта, ятлӑр, вӗрентӗр, хӑнӑхнӑ эп ун пеккине.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Мӗн тӑвас пеккине пӗтӗмпех турӑмӑр эпир, ҫамрӑк ҫыннӑм.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кун пеккине Ревлен Петрович ӑна пӗрремӗш хут курать.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех