Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшисемпе (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ унта Перси патшисемпе куҫа-куҫӑн тӑтӑм — вара Михаил, пӗрремӗш пуҫлӑхсенчен пӗри, мана пулӑшма ҫитрӗ.

но вот, Михаил, один из первых князей, пришел помочь мне,

Дан 10 // .

9. Ара, эсир аҫӑрсен усал ӗҫӗсене, Иудея патшисемпе вӗсен арӑмӗсен усал ӗҫӗсене, хӑвӑрӑн тата хӑвӑр арӑмӑрсен усал ӗҫӗсене, Иудейӑра, Иерусалим урамӗсенче мӗн пулса иртнине манса кайрӑр-им?

9. Разве вы забыли нечестие отцов ваших и нечестие царей Иудейских, ваше собственное нечестие и нечестие жен ваших, какое они делали в земле Иудейской и на улицах Иерусалима?

Иер 44 // .

Ҫавӑнпа Эпӗ ӑна пӑрахрӑм, 32. Израиль ывӑлӗсемпе Иуда ывӑлӗсен мӗнпур усал ӗҫӗшӗн — вӗсем, вӗсен патшисемпе улпучӗсем, священникӗсемпе пророкӗсем, Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисем Мана ҫиллентермелли ӗҫсем тунӑшӑн — пӑрахрӑм.

чтобы Я отверг его от лица Моего 32. за все зло сыновей Израиля и сыновей Иуды, какое они к прогневлению Меня делали, они, цари их, князья их, священники их и пророки их, и мужи Иуды и жители Иерусалима.

Иер 32 // .

17. Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа аллинчи куркана илтӗм те Ҫӳлхуҫа хушнипе халӑхсем патне ҫитсе вӗсене пурне те ҫав куркаран ӗҫтерсе тухрӑм: 18. Иерусалима, Иудея хулисене, унӑн патшисемпе улпучӗсене ӗҫтертӗм — ӗнтӗ вӗсене ҫаратса тухчӑр, вӗсем сехре хӑппи, тӗнче кулли, ылханлӑ вырӑн пулса тӑччӑр, халӗ ҫапла пулчӗ те; 19. фараона, Египет патшине, тата унӑн тарҫисене, улпучӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне, 20. вӗсен хушшинчи ют халӑх ҫыннисене ӗҫтертӗм; Уц ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Филисти ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Аскалона, Газӑна, Екрона, Азот йӑлкӑмне, 21. Эдома, Моава, Аммон ывӑлӗсене, 22. Тирӑн мӗнпур патшине, Сидонӑн мӗнпур патшине, тинӗс леш енчи утравсен патшисене, 23. Дедана, Фемана, Буза, тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫне кастаракан ҫынсене пурне те, 24. Арави ҫӗрӗн мӗнпур патшине, пушхирте пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен патшисене, 25. Зимврийӗн мӗнпур патшине, Еламӑн мӗнпур патшине, Миди ҫӗрӗн мӗнпур патшине, 26. ҫурҫӗрти мӗнпур патшана, — ҫывӑхрисене те, аякрисене те, пӗрин хыҫҫӑн теприне, — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха ӗҫтертӗм.

17. И взял я чашу из руки Господней и напоил из нее все народы, к которым послал меня Господь: 18. Иерусалим и города Иудейские, и царей его и князей его, чтоб опустошить их и сделать ужасом, посмеянием и проклятием, как и видно ныне, 19. фараона, царя Египетского, и слуг его, и князей его и весь народ его, 20. и весь смешанный народ, и всех царей земли Уца, и всех царей земли Филистимской, и Аскалон, и Газу, и Екрон, и остатки Азота, 21. Едома, и Моава, и сыновей Аммоновых, 22. и всех царей Тира, и всех царей Сидона, и царей островов, которые за морем, 23. Дедана, и Фему, и Буза, и всех, стригущих волосы на висках, 24. и всех царей Аравии, и всех царей народов разноплеменных, живущих в пустыне, 25. всех царей Зимврии, и всех царей Елама, и всех царей Мидии, 26. и всех царей севера, близких друг к другу и дальних, и все царства земные, которые на лице земли.

Иер 25 // .

1. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: кай та чӳлмекҫӗрен тӑм кӑкшӑм туян; хӑвпа пӗрле халӑх хушшинчен тата священниксем хушшинчен чи аслисене ил, 2. Чӳлмек хапхи патӗнчи Енном ывӑлӗсен айлӑмне тух та Эпӗ хӑвна каласа тӑракан сӑмахсене пӗлтерсе 3. кала: Иудея патшисемпе Иерусалим ҫыннисем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр!

1. Так сказал Господь: пойди и купи глиняный кувшин у горшечника; и возьми с собою старейших из народа и из старейшин священнических, 2. и выйди в долину сыновей Енномовых, которая у ворот Харшиф, и провозгласи там слова, которые скажу тебе, 3. и скажи: слушайте слово Господне, цари Иудейские и жители Иерусалима!

Иер 19 // .

6. Вӑл ӗнтӗ ҫулнӑ ҫаран ҫине ҫӑвакан ҫумӑр пек, ҫӗре шӑваракан тулӑх тумлам пек анӗ; 7. ун вӑхӑтӗнче тӳрӗ ҫын ҫутӑлса тӑрӗ, уйӑх ҫухаличченех тулли тӑнӑҫлӑх пулӗ; 8. вӑл тинӗсрен тинӗсе ҫитичченех, юханшывран# тӗнче хӗррине ҫитичченех тытса тӑрӗ; 9. пушхирте пурӑнакансем унӑн умне ӳкӗҫ, унӑн тӑшманӗсем тӑпра ҫулӗҫ; 10. Фарсис патшисемпе утрав патшисем ӑна хырҫӑ тӳлесе тӑрӗҫ; Аравипе Сава патшисем парнесем илсе пырӗҫ; 11. ӑна пур патша та ӳксе пуҫҫапӗ; ӑна пур халӑх та пӑхӑнса тӑрӗ; 12. вӑл ӗнтӗ тархаслакан мӗскӗне, пулӑшакан ҫуккипе хӗн тӳсекен ҫынна хӑтарӗ.

6. Он сойдет, как дождь на скошенный луг, как капли, орошающие землю; 7. во дни его процветет праведник, и будет обилие мира, доколе не престанет луна; 8. он будет обладать от моря до моря и от реки до концов земли; 9. падут пред ним жители пустынь, и враги его будут лизать прах; 10. цари Фарсиса и островов поднесут ему дань; цари Аравии и Савы принесут дары; 11. и поклонятся ему все цари; все народы будут служить ему; 12. ибо он избавит нищего, вопиющего и угнетенного, у которого нет помощника.

Пс 71 // .

Ҫавӑн пек йӗркепех вӗсем ҫакна хетсен патшисемпе арамейсен патшисене те кӳрсе тӑнӑ.

Таким же образом они руками своими доставляли это всем царям Хеттейским и царям Арамейским.

2 Ҫулс 1 // .

21. Вара патша пӗтӗм халӑха чӗнсе каланӑ: ҫак халал кӗнекинче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ячӗпе Пасха ирттерӗр, тенӗ, 22. Израиль халӑхне тӳресем тытса тӑнӑранпа та Пасхӑна ҫакӑн пек ирттермен, Израиль патшисемпе Иудея патшисем те пӗри те Пасхӑна унашкал чаплӑ уявламан; 23. ҫак Пасхӑна Иосия вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ҫӳлхуҫана чысласа Иерусалимра ирттернӗ.

21. И повелел царь всему народу, сказав: «совершите пасху Господу Богу вашему, как написано в сей книге завета», - 22. потому что не была совершена такая пасха от дней судей, которые судили Израиля, и во все дни царей Израильских и царей Иудейских; 23. а в восемнадцатый год царя Иосии была совершена сия пасха Господу в Иерусалиме.

4 Пат 23 // .

29. Иеровоам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе, Израиль патшисемпе, пӗрлешнӗ.

29. И почил Иеровоам с отцами своими, с царями Израильскими.

4 Пат 14 // .

Иоаса Самарире Израиль патшисемпе юнашар пытарнӑ.

И погребен Иоас в Самарии с царями Израильскими.

4 Пат 13 // .

47. Саул хӑйӗн патшалӑхне, Израиле, ҫирӗплетнӗ, таврари тӑшманӗсемпе — Моавпа, Аммон ҫыннисемпе, Эдомпа [тата Вефорпа], Сова патшисемпе, филистимсемпе — ҫапӑҫнӑ, пур ҫӗрте те, кирек кама хирӗҫ кайсассӑн та, тытӑҫу уншӑн ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ.

47. И утвердил Саул свое царствование над Израилем, и воевал со всеми окрестными врагами своими, с Моавом и с Аммонитянами, и с Едомом [и с Вефором] и с царями Совы и с Филистимлянами, и везде, против кого ни обращался, имел успех.

1 Пат 14 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕпленрех