Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшин (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Коллекцин «ахах-мерченӗ» хушшинче — II Ашшур-нацир-апал Ассири патшин ҫурҫӗр-анӑҫ керменне сыхлакан ламассу кӳлеписен пуххи.

Среди жемчужин коллекции — набор статуй ламассу, охранявших северо-западный дворец ассирийского царя Ашшур-нацир-апала II.

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

1588 ҫултан пуҫласа 1612 ҫулччен Магнус Ливони патшин тӑлӑх арӑмӗн (Старицкий Марии (Марфа) княжна) пулнӑ.

С 1588 по 1612 год принадлежало вдове ливонского короля Магнуса, княжне старицкой Марии (Марфе).

Лежнево (Иваново облаҫӗ) // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... %AB%D3%97)

XIII—XIV ӗмӗрсенче хулана темиҫе хун тӑшмансем тапӑннӑ: XIII ӗмӗр варринче — монголсем, 1304 ҫулта — III Вацлав чех патшин ҫарӗсем.

В XIII—XIV веках город пережил несколько нашествий: в середине XIII века - монголов, в 1304 году - армии чешского короля Вацлава III.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Часах вӑл Пулӑ патшин ҫӑварӗнчи йывӑр шӑршӑран чӑнтӑхса ҫутӑ тӗнчепе, ҫывӑх тӑван-пӗтенпе, халӑхпа, ҫутҫанталӑкпа сывпуллашрӗ…

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Эпӗ — ҫав Пулӑ патшин ыйхи.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Елчӗк шкулӗнчи хастар волонтерсем — Мария Адюковӑпа Даниил Патшин уява ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑмпа ертсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Вырӑс патшин чиновникӗсем халӗ ССР Союзӗ йышӑнса тӑракан ҫӗршывра пурӑнакан пур халӑхсене те хӑйсен аллинче тытса тӑнӑ.

Русские царские чиновники управляли всеми народами, населяющими СССР.

2. ССР Союзӗнче пурӑнакан халӑхсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Мускав патшин шухӑшӗ пӗтӗмпех улшӑннӑ, вӑл чееленме, усалланма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патшин куҫӗ куҫкалать Урха ҫинчен хӗр ҫине: Пӑхнӑ ҫемӗн вӑл туять Иккӗш пӗр юн иккенне.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унпа юнашар хӑмӑшлӑх хыҫӗнче нухай патшин арӑмӗ Кӗркке ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫыннисем вара вырӑс патшин чаплӑ кимми куҫран ҫухаличченех ҫыран хӗрринче тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тупата туршӑн, куҫҫулӗ мӗнле шӑпӑртатса юхмасть-ши вырӑс патшин!

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртӗр тӗпелелле, манӑн тахҫанхи дустӑмсем, вырӑс патшин шанчӑклӑ аскерӗсем.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пирӗн патӑрта пурӑнса, пирӗнпе пӗрле походсене ҫӳресе Астрахань патшин ывӑлӗ вӑрҫӑ ӑсталӑхне начар мар вӗренме ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь хӑйӗн вырӑнне — варринчи ҫӳллӗ хыҫлӑ тенкел ҫине ларчӗ, унран сылтӑм енне Астрахань патшин ывӑлӗсем, сулахай енне шӑллӗсем вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь Астрахань патшин ывӑлӗсемпе кӑшт калаҫрӗ те алӑк умӗпе Адашев иртнине курса тепӗр пӳлӗме тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь патӗнче вӑл чӗнтернипе килнӗ патша ывӑлӗсем виҫҫӗн лараҫҫӗ: Крым ханӗ пулма ӗмӗтленекен Юнус, Астрахань патшин ывӑлӗсем Каз-Булат Тохтамышпа ун шӑллӗ Абдулла.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак самантран пуҫласа эсӗ пирӗн турӑ аллинче, вырӑс патшин, Мускав самодержецӗн аллинче шутланатӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хусан патшин амӑшӗ, Сафа-Гирей арӑмӗ пулнӑ Сююнбике аслӑ князь ҫыннисене йышӑнма хатӗр-и? — ыйтрӗ воевода вырӑссемпе тутарсем пӗр-пӗрне саламланӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасем, турхансем нумай пулмасть-ха Хусан патшин сӑмахне итлетчӗҫ, уншӑн тӑрӑшатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех