Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патша сăмах пирĕн базăра пур.
патша (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Халь патша вӑхӑчӗ мар хӗнеме — большевиксен влаҫӗ! — чӑнласах хирӗҫлерӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эпир халӗ, чӑнах та, патша стройӗн ишӗлчӗкӗсене тасатса, чӑн-чӑн ҫӗне пурнӑҫ тума тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗмӗр-ӗмӗр вӑл кӗлмӗҫленсе пурӑннине патша чиновникӗсем пачах шута хуман.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Патша чиновникӗсенчен те хӑрушӑрах ку ҫара ҫерҫисем!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӑваплӑ Иштван 1019 ҫулта Залаварта аббатство йӗркеленӗ, I Андраш патша вара — 1055 ҫулта Тихань ҫурутрав ҫинчи аббатствӑна тунӑ.

Иштван Святой построил в 1019 году аббатство в Залаваре, а король Андраш I в 1055 году — аббатство на полуострове Тихань.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

«Хӗрлӗ хунавра» Венюк революционера тӗлӗнмелле ӑслӑ та пултаруллӑ тунӑ, патша тӳри-шаринчен ҫивӗч те мӑшкӑллӑн култарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Патша саманинче икӗ класлӑ шкул уҫни те, тӗттӗмри ҫутӑ пайӑрки пек, талантлӑ ҫынсене хӑй патнелле туртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Вӑхӑтлӑх правительство патша вырӑнне пулни ним ырлӑх та кӳмен хура халӑха.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Акӑ — умра Репин ӳкерчӗкӗ: Хаяр Иван патша хӑйӗн ывӑлне юнланнӑ пӳрнисемпе пуҫӗнчен ыталать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Патша тарҫисем рабочипе хресченсене ӗлӗкхинчен те хытӑрах сӑнчӑрларӗҫ кӑна!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урӑхла каласан, ӗлӗкхи пекех: патша, пуп тата пуян-куштан ял пуҫлӑхӗсем пулмалла.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗлӗнтеретчӗ вӑл пире: мӗн ҫитмен пулӗ патша вӑхӑтӗнче пупсене?

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Куратӑр, тӑвансем, епле хисеплӗ, ятлӑ ҫынсем лараҫҫӗ пирӗн умра: Гаврил Федорович Алюнов — эсерсен пуҫлӑхӗ, вӑл пире пурне те туслӑ пурӑнма чӗнет, пуянни-чухӑннине пӗр-пӗринчен уйӑрасшӑн мар — пӗрлештересшӗн, чӑвашсем валли уйрӑм тӳре-шара туса парасшӑн пикенет, тӗрмере те патша вӑхӑтӗнче пирӗн ирӗкӗмӗршӗн ларса курнӑ, тем те тӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялти ҫыншӑн тӑват тенкӗ хаклӑрах та, ҫырӑнса илес пулӗ — унсӑрӑн «Вӑхӑтлӑх правительство» мӗнне те пӗлмесӗрех юлӑпӑр, патша вырӑнне каялла пӗр-пӗр князь кӗрсе ларнине те сисмесӗрех юлӑпӑр!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсене Кӗтерин патша чухнех лартнӑ иккен — ҫапла ӑнлантарнӑ Миша.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Кун пек тӑрантаспа патша майри те ҫӳремен пулӗ, екконӗ-манӗ, — тесе тухса кайнӑ Хӗветӗр Куславккана ҫамрӑк мӑшӑра кӗтсе илме.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш, шур перчетке тӑхӑннӑскер, сасартӑк Микула патша портретне аса илчӗ: унӑн сылтӑм аллинче перчетке ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Патша хӑй вырӑнӗнче ларнӑ чух — эпир пурте революционерсемччӗ: хӑшӗ — Николаев пек, хӑшӗ — Алюнов пек.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӑн саслӑ диякон патша вырӑнне Вӑхӑтлӑх тӳре-шарана вӑрӑм кунҫул суннӑ хыҫҫӑн тӑватӑ саслӑ хор пӗлӗт ҫинчен янратнӑ пек хаваслӑн юрласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Лашаллӑ полици патша вӑхӑчӗ чухнехи пекех пуҫтарӑннӑ халӑха хӳтерме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех