Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Тухӑҫ енчи чикӗ [тӑршшӗпех] Тӑварлӑ тинӗс хӗррипе пырса Иордан вӑррине ҫитиччен тӑсӑлать; ҫурҫӗр енчи чикӗ вара тинӗс авринчен, Иордан вӑрринчен пуҫланать; 6. ҫакӑнтан чикӗ Беф-Хогла патнелле улӑхать, ҫурҫӗр енчен Беф-Арава патнелле кайса тӑвалла Рувим ывӑлӗн Боганӑн чулӗ тӗлне ҫитичченех пырать; 7. унтан Ахор айлӑмӗнчен пуҫласа Давир патнелле улӑхса каять, ҫурҫӗр енче Галгал еннелле — юхӑм шывӑн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ Адуммим тӳпемӗ тӗлне — пӑрӑнать; унтан чикӗ Ен-Шемеш шывӗнчен иртсе Ен-Рогел патне ҫитет; 8. унтан чикӗ, Иевус теекен Иерусалимӑн кӑнтӑр енӗпе иртсе кайса, Енном ывӑлӗн айлӑмне улӑхать, вара сӑрт тӳпине — Енном айлӑмӗнчен анӑҫалла, Рефаим айлӑмӗ хӗрринчен ҫурҫӗрелле вырӑнаҫнӑ сӑрт тӳпине — хӑпарать; 9. сӑрт тӳпинчен чикӗ Нефтоах ҫӑлкуҫӗ патнелле пӑрӑнать, Ефрон тӑвӗ ҫинчи хуласем патне ҫитсе Ваал еннелле пӑрӑнать, вӑл ӗнтӗ Кириаф-Иарим хули пулать те; 10. вара чикӗ Ваал патӗнчен тинӗс патнелле пӑрӑнать [те] Сеир тӑвӗ енне [каять], Кесалон теекен Иеарим тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе иртсе Вефсамис патнелле анать, Фимна витӗр тухать; 11. унтан чикӗ Екронӑн ҫурҫӗр енӗпе кайса Шикарон патнелле пӑрӑнать, Ваал [ҫӗрӗнчи] ту урлӑ каҫса Иавнеила ҫитет, вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Магнит тӗнӗлне япаласене хӑй патне туртса илекен вӗҫне Е патнелле туса ҫавӑрсан, утрав каллех ун патнелле каять; япаласене хӑй патнелле туртса илекен вӗҫне аялалла туса ҫавӑрсан, утрав Ж патнелле каять.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Чӗтрекен аллисене ухӑ патнелле тӑсма хӑтланчӗ, анчах уха патнелле тӑсас вырӑнне карланки патнелле илсе пычӗ, пырне ларнӑ темле япалана аран-аран ҫӑтса ячӗ те каллех пуҫне усрӗ.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чкалов пулас вӗҫевӗн ҫулне палӑртса хунӑ картӑна ҫакнӑ та, «N0-25» самолет мӗнле районсем ҫийӗпе вӗҫесси ҫинчен каласа панӑ: Мускавран вӑл тӳрех ҫурҫӗрелле, ҫурҫӗрти 82° широта патнелле ҫул тытать, унтан хӗвелтухӑҫнелле, Франц-Иосиф Ҫӗрӗ патнелле пӑрӑнать те Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ ҫийӗпе Тикси бухти патнелле вӗҫет, унтан Камчаткӑри Петропавловска ҫитет.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Колодня патнелле, Остап левади патнелле тыт; хӳме патӗнче тӑрат! — кӑшкӑрчӗ вӑл кучера, вара, утне пӑрса, хыҫа юлнӑ юлташӗсем патнелле васкарӗ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫуртне вут тивнӗ пек чупкала пуҫларӗ Кулюкка, ним тума пӗлмест, пӗрре шкаф патнелле чупса пырать, тепре чаршав хыҫӗнчи каткине алӑк патнелле шутарма пӑхать.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кунта ҫеҫенхир тӳремлӗхӗ кӗнтӑр енчи тинӗссем патнелле анса пырать, ҫавӑнпа та ҫак юханшывсем пурте ҫав тинӗссем патнелле юхаҫҫӗ.Степная равнина наклонена здесь в сторону южных морей, поэтому и все эти реки текут к этим морям.
Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Карта ҫине пӑхсан, хутӑш вӑрман зони тӑрӑх юхакан шывсем Средне-Русски тӳпемрен пуҫланса кайни курӑнать; ҫав шывсем вара тӗрлӗ еннелле, виҫӗ тинӗс патнелле — Балтика тинӗсе, Хура тинӗс тата Каспий тинӗсӗ патнелле юхса каяҫҫӗ.
Хутӑш вӑрмансен зонинчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Кунта самолетсем хӑпарнине тата вӗҫсе аннине, пассажирсем — формӑллӑ карттуссем тӑхӑннӑ хӗрсем ертсе пынипе — пӗрин хыҫҫӑн тепри утса самолет трапӗсем патнелле пынине е аэропорт патнелле ҫывхарнине пӑхса тӑма май пур.
18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Кунта тытӑнса тӑмалла пулнӑшӑн пурте кӳренчӗҫ, пурин те часрах сывлӑшра пулас, кашни минутрах Пысӑк Ҫӗр патнелле, мирлӗ хуласем патнелле ҫывхарасси килчӗ.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Халӗ Полина, кӗлет умӗпе иртсе, малтанах сарай патнелле, унтан хӑртлаткаласа, кӳлевре тӑпӑр-тӑпӑр ташласа тӑракан, хӑлхисемпе «ҫип арлакан» тапчам, яка ӳтлӗ туй ӑйӑрӗсем умӗн ҫур ҫаврашка туса, анкарти алӑкӗ патнелле вӗҫтерчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӑлмач Гент патӗнчен король патнелле, король патӗнчен Гент патнелле кумать… татах-татах, ӑнланмалла мар темӗскер мӑкӑртатать.Переводчик бегал от Гента к королю и обратно, бормоча что-то невразумительное.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Царицын патнелле пиншерӗн тырӑ лавӗсем тӑсӑлса пыма пуҫлаҫҫӗ, Атӑл пристанӗсем патнелле ҫулсем тӑрӑх выльӑх кӗтӗвӗсем кӗпӗрленсе пыма тытӑнаҫҫӗ.Тысячи подвод с хлебом тянулись к Царицыну, стада скота брели по дорогам к волжским пристаням…
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Луганскра эвакуаци пӗтсен тата фронта тытса тӑракан отрядсене илсе кайсан, 5-мӗш арми кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ енне — Лихая патнелле мар, ун вырӑнне — утмӑл эшелонпа тата рабочи, шахтер, хресчен ҫамрӑкӗсенчен пухакан отрядсемпе ҫурҫӗрелле — Миллерово патнелле тапранса кайнӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эпӗ ун патнелле утме ҫеҫ тӑтӑм, анчах карчӑк мана алӑран тытса хӑй патнелле туртрӗ:
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Г тӗлне ҫитсен, магнит тӗнӗлне япаласене хӑй патне туртса илекен вӗҫне Д патнелле туса ҫавӑрсан, утрав самантрах чалӑшшӑн ун патнелле каять.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Унӑн ҫарӗнчи выҫӑпа аптӑраса ҫитнӗ салтаксем хурансенчи пиҫеймен пӑттисене ҫӗре кӑларса тӑкнӑ, юлашки пӗтӗм вӑй-халӗсене пухса вӗсем Цнайм патнелле, Российӑран хӑйсене пулӑшма килекен резервсем патнелле васканӑ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Эпӗ те баржа хӗррине чупса пытӑм та, — Петруха пуҫне ывӑта-ывӑта, ун ҫине хӑйӗн япалисене хурса, шыв юххи майлӑ чалӑшшӑн, хӑйӑрлӑ ҫыран патнелле, ҫил вӗрнипе авӑнса шыва сарӑ ҫулҫӑсем тӑкса тӑракан тӗмӗсем патнелле ишсе кайнине куртӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Алӑк патнелле утрӗ, уҫса ячӗ — вара ун патнелле ыткӑннӑ жандармсем ҫине кӑшкӑрса приказ пачӗ:Он отошел к двери, распахнул — и приказал ринувшимся навстречу ему жандармам:
XXIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вара вӑл ерипен пӗр тикӗс утӑмпа васкамасӑр, Купечески сад патнелле, хӑй чарӑнса тӑна гостиница патнелле утса кайрӗ.И пошел тихим уже, фланирующим шагом к Купеческому саду, к своей гостинице.
XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.