Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парӑнчӗ (тĕпĕ: парӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ангарапа пӗр талӑка яхӑн ҫапӑҫрӗҫ те, Ҫӗпӗр шывӗ парӑнчӗ, ҫынсем хушнӑ ҫулпа юхма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пӗр арҫын ҫумне выртсан, тепринпе ырӑ курса пурӑнасси пулмӗ тесе, хӑйӗн шӑпине парӑнчӗ Сантӑркка, хирӗҫ тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка станцине пысӑк ӗҫпе кайма тухнине пӗлсен тин парӑнчӗ ватӑ Габдрахман, ҫӗнӗ, пӗлӗшне хапхаран тухичченех ырӑ сунса ӑсатса ячӗ, ятарласах мӑшӑрӗпе пӗрле хӑнана килме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Матӗрне парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ кӗтсе тӑрӑп, — парӑнчӗ те Подоприхин, лейтенант ӑна кӑларса ярас тесе тӑрӑшнине пӑхмасӑрах сак ҫине вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Пӑхчӑрах, тен, сӳпӗлтетме пӑрахӗҫ, — парӑнчӗ вӑл ялӑн ҫемҫе мар йӗркисен умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрҫӑн пӗрремӗш хӗлӗ, халиччен пулман сивӗсемпе хӑратса, усал сивве чӑтайман хӑватлӑ юмансене шартлаттарса ҫурса, мӗн чухлӗ мекӗрленсен те юлашкинчен вӑйсӑрланчӗ, парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Влаҫ виҫкӗтеслӗхӗ парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Пӗлместӗп эп, — суйма хӑтланчӗ ҫар комиссарӗ, анчах та часах парӑнчӗ, мӗскӗн пуҫлӑха шеллерӗ пулас, ара, хӑйшӗн мар вӗт, колхозшӑн тӑрӑшать этем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Украина писателӗ хытӑ юратрӗ, чунпа парӑнчӗ ҫак ҫӗршыва.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Анчах вӑл юлашкинчен мана парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Макҫӑм мучисен хура автанӗ хыҫҫӑн ялти мӗнпур автансем шарлаттарса авӑтма пуҫланӑ тӗле хӗр парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл, хӑй нимӗн те тӑваймассине пӗлсе, вилӗм шӑтӑкнелле илсе каякансене пӗтӗмпех парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк парӑнчӗ, хам та лӑпланнӑ пек пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Парӑнчӗ Ула Тимӗр — ҫакӑн хыҫҫӑн ҫак хӗресе вӑл яланлӑхах мӑйран хывса пӑрахрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вара аптранӑ качча вӑйпах сӗтӗрсе тухрӗ; лешӗ ӑна нимӗн шарламасӑр парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Уҫка парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Юрӗ, тек чӗнместӗп, — сасартӑк парӑнчӗ хӗр ача.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан пӗр сӑмахсӑр тыткӑна парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хула парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех