Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

партине (тĕпĕ: парти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тарас юлташӗн гимнастерки кӗсйинчен комсомол билечӗпе партине кӗме ыйтса ҫырнӑ хута тата Люся патне ҫырма пуҫланӑ ҫырӑва кӑларса илчӗ те хӑйӗн планшетне тирпейлесе чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Н С. Меценатов Коммунистсен партине Совет влаҫӗн малтанхи тапхӑрӗнчех кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Вӗсем пирӗн халӑх Аслӑ Ленина, Коммунистсен партине хытӑ шанса тӑни, ӑна юратни синчен калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Эпир те, ак, шухӑшласа пӑхрӑмӑр та, пирӗн те большевиксен партине кӗмелле мар-ши тетпӗр, — пӗлтерчӗ Карачӑм, юлташӗсем еннелле пӑхса илсе.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Асанкасси вӑтам шкулӗнче «паттӑр партине» уҫнӑ чухне Украинӑри ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Д.А.Степанов пирки ырӑ сӑмахсем нумай пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ун паттӑрлӑхне асран кӑлармӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%83%d0%b ... 0%d0%bcec/

«Пӗр вӑхӑтра кӗтӗмӗр иккен партине, — тет ӑстӑн, — эпӗ — кунта, вӑл — фронтра.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсене лайӑх тишкерӗр те, ҫын тӳрӗ кӑмӑллине, Тӑван ҫӗршывшӑн чунне пама хатӗррине курсан, партине илме тӑрӑшӑр.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ партине кӗрес текен ҫынсем нумай.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртнӗ кунсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Иванов, Вӑрмар хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Петров кунта Вӑрмарти газлӑ минераллӑ шывӑн тӗрӗслесе пӑхмалли производствӑн пӗрремӗш партине ӗҫлеттерсе янине хӑйсен куҫӗсемпе курма пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

Хӑйне политика партине тӑратма ирӗк панӑ кандидат ҫав суйлава хӑйне хӑй тӑратмалли йӗркепе тӑратма пултараймасть.»;

Кандидат, давший согласие на выдвижение политической партии, не может на тех же выборах выдвигаться в порядке самовыдвижения.»;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

Хӑйне хӑй тӑратмалли йӗркепе тӑратнӑ кандидат ҫав суйлавра хӑйне тӑратма политика партине ирӗк пама пултараймасть.

Кандидат, выдвинутый в порядке самовыдвижения, не может дать согласие на выдвижение на тех же выборах политической партии.

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

«5. Кандидат пӗр суйлавра хӑйне пӗр политика партине ҫеҫ тӑратма ирӗк парать.

«5. Кандидат не может дать согласие на выдвижение на одних и тех же выборах более чем одной политической партии.

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

Эльгеевпа Городецкая ӑна пысӑк туйӑмпа итлесе ларчӗҫ — пӗри сӗрме купӑс кӗввине тимлерӗ, тепри — фортепиано партине.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавна пӗлмесен, унӑн сонатисене ӑнланма ҫук!.. — терӗ профессор, рояль партине Городецкая каланине итленӗ май.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кун хыҫҫӑн Аля Городецкаяна та рояль партине уйрӑммӑн калаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл — оптимист, хӑйӗн пиччӗшӗ хыҫҫӑн большевиксен партине кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кун пек иртӗхни 1905-мӗш ҫулсенче пулкаланӑччӗ, ҫавӑнпа унашкал ӗҫсемшӗн большевиксен партине хурлама кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сиенлӗ ҫимӗҫӗн пӗтӗм партине тӗп тума май килмен, ҫав вӑхӑталла пӗр пайне ҫынсем туянма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

50 кг антибиотиклӑ пельмен халӑх патне лекнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31956.html

Йӗкӗт партине илме ыйтать.

Парень в партию просится.

XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Эсӗ пӗтӗм кӑмӑлупах партине кӗресшӗн пулсан, ку питӗ аван ӗҫ, — тесе калаҫма пуҫларӗ Шебалов, ҫакан хыҫҫӑн тин эпӗ унӑн сассинчен Шебалов кулманнине, вӑл мана кӑмӑллӑн пӑхса йӑвашшӑн кулнине ӑнланса илтӗм.

— Это хорошо, что ты очень хочешь, — заговорил опять Шебалов, и только теперь по его тону я понял, что Шебалов не смеется, а дружески улыбается мне.

XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех