Шырав
Шырав ĕçĕ:
Федераци саккунӗн «гражданина палласа илмелли» 7-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, вӑрттӑн паллӑсене пӗлекен ҫын вӗсене виҫҫӗмӗш сӑпата субъект хӑй ирӗк памасан калама пултараймасть.
Ача ятне те палӑртма юрамасть // Людмила БУСОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн статусӗ ҫинчен» 2012 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2012, 94 №; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2014, 11 №; 2015, 5, 10 №-сем) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) 4 статьян 1-мӗш пайне ҫакӑн пек ҫырса 71-мӗш пай хушса хурас: «71) Патшалӑх Канашӗн депутачӗ хӑйӗн тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен сведенисем, ҫавӑн пекех хӑйӗн мӑшӑрӗн тата ҫула ҫитмен ачисен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен сведенисем тӑратмасан тата вӑхӑтра памасан;»; 1) 7 статьяра: а) 8-мӗш пайӑн пӗрремӗш тата иккӗмӗш абзацӗсенче «тӑратать» сӑмаха «тӑратма тивӗҫ» сӑмахсемпе улӑштарас; ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 101-мӗш пай хушса хурас: «101. Федерацин »Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн саккунсем кӑларакан (представительлӗ) тата ӗҫ тӑвакан органӗсене йӗркелемелли пӗтӗмӗшле принципсем ҫинчен« 1999 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 184-ФЗ №-лӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ хӑйӗн полномочийӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен Федерацин »Коррупципе кӗрешесси ҫинчен« 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ палӑртакан сӑлтавсем пур чухне тата йӗркепе Комиссие пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.».
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№