Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑрать (тĕпĕ: палӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуҫалӑх пуҫлӑхӗ А.Ильина хӑйӗн ӗҫне аван йӗркелесе яни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Хӑв юратнӑ ӗҫе пӗр кун хушшинче суйласа илме те май ҫук, ҫапах пӗр-пӗр ӗҫе кӑмӑлласси пӗчӗкренех палӑрать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Ҫапах пӗр-пӗр ӗҫе кӑмӑлласси пӗчӗкренех палӑрать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Йывӑҫ хирӗнсе тухнӑ ҫӗрте, тымарсем айӗнче, темле шӑтӑк палӑрать.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялта ача сасси пулсан вӑл пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Ҫак хӑрушлӑх ытларах енӗпе Азинче палӑрать.

Наибольшая угроза такого сценария наблюдается на азиатских территориях.

100 ҫултан крокодилсем вилсе пӗтес хӑрушлӑх пур // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32706.html

Шӑпах экстремаллӑ лару-тӑрура ҫыннӑн пултарулӑхӗ уйрӑмах вӑйлӑ палӑрать.

Именно в экстремальных ситуациях проявляются уникальные способности человека.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кунта вӑл Ф. Шиллертан, В. Гюгоран, ытти романтиксенчен, ҫавӑн пекех хамӑрӑн Ф. Павловран, Г. Тал-Мӑрсаран вӗренсе пыни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Укол тунӑ вырӑнта хура пӑнчӑ кӑна палӑрать.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Инҫетре кӑна вӑрманлӑх тӗтреллӗн палӑрать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— В принципе — согласен, куҫранах палӑрать, — терӗҫ те Максудовпа Ковязин таҫталла пӑрӑнса утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ял пуҫӗнчи хурал пӳртӗнче хӑй ҫути палӑрать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Илтнӗ сӑмахсенчен ҫурри кӑна тӗрӗс пулсан та, хӑрушлӑх ҫывхарни палӑрать!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑшӗн-пӗрин хӑй ҫути палӑрать.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку касӑлӑх, тӑванлӑх, ратнелӗх ана-ҫаран валеҫнӗ чухне пит палӑрать.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн ҫырни-пичетленнинче ытларах уйрӑм тапхӑрсем ҫинчен сӑмах пырать, унта та пулин фактсене пуҫ пулса тӑнӑ коммунизмла идеологи картне вӑйпа кӗртсе лартас туртӑм хуҫаланни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Вӗсем хушшинче уйрӑмах Павӑл Эльгеев палӑрать, эсир ӑна пурте пӗлетӗр.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ухтеркке ҫине чӑвашсем хӑйсен чун-хавалӗпе пӑхмалла, ун сӑнарӗнче ӗмӗртен ӗмӗре капланса пынӑ чӑвашсен кив йӑла тӗшмӗшӗ палӑрать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ял Совечӗн председателӗ пурӑнакан ҫуртра хӑй ҫути палӑрать, ӗҫкӗ юрри илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пӗр тикӗс куҫ харшийӗсем, пӗр кӑлтӑксӑр пит-куҫӗ, тӳр сӑмса, ҫӳхе тута — дворян йӑхӗнчен пулни уҫҫӑн палӑрать.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех