Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллашрӗҫ (тĕпĕ: паллаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калем ӑстисем совет саманин ретро-куравӗпе паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Канашлура 2025-мӗш ҫулччен тата 2030-мӗш ҫулччен шыва тасатмалли сооруженисен строительствин концепцин проекчӗпе те паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ыйтӑвне татса парасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60450

Ҫак кунсенче Шупашкар тӑрӑхӗнче туризм аталанӑвӗпе Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, республикӑри экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов та паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Телейлӗ ачалӑх кунчӑкӗ» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61150

Ҫырас туртӑма кулленех туптакан, ҫивӗч темӑсене хускатма хӑраман маттур шкул ачисемпе манӑн ӗҫтешсем те паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Школа-пресс 2023» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60548

Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗ Николай Владимиров тата Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов вырӑна тухса лару-тӑрупа паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш бройлерӗ» ӗҫлеме пуҫларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60645

Александр Николаевичпа Василий Владимирович унти ӗҫ-хӗлпе паллашрӗҫ, юсав вӗҫленсен ял ҫыннисен сывлӑхне ҫирӗплетмелли меллӗ вырӑн пуласса палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Вӗсем урам тӑрӑх утса кайрӗҫ, малалла пӗр-пӗринпе тӗплӗнрех паллашрӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Вебинара хутшӑннӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсем чӑваш чӗлхипе литератури кафедри доценчӗ Анна Егорова ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе паллашрӗҫ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗренчӗҫ, изложенипе сочинени ҫырма хӑнӑхрӗҫ, малтанхи ҫулсенчи экзамента тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшсене тишкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкул ачисем валли «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» вебинар иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/03/25/s ... zamenne-mn

Бориспа вӗсем икӗ уйӑх каялла ытла та ӗненмелле мар, ытла тӗлӗнмелле хӑвӑрт паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Унпа вӗсем общежитин хӗрлӗ кӗтесӗнче паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Уява хутшӑннисем ҫавӑн пекех Елчӗк муниципалитет округӗн тава тивӗҫлӗ учителӗсене тата шкул пурнӑҫне сӑнарлакан электронлӑ презентацисемпе те паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Вӗсемпе ҫак кунсенче республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем те паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44128-patsh ... v-kur-ml-4

Унӑн кӗнекисемпе праҫнике килнисем кӑмӑлпа паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Экспертсем проект ӗҫӗсемпе тӗплӗн паллашрӗҫ, ачасем цифра наукипе анлӑн кӑсӑкланнине, ӑс-хакӑлӗпе шухӑшлавӗ анлӑ пулнине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Мероприяти участникӗсем Антон Сергеев ӳсӗмлӗ аталантаракан «RA ZOOM» реклама агентствин ӗҫ-хӗлӗпе те паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу - пулӑшу мерисем ҫинчен // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11894-ka ... em-cinchen

Шигалей Касимова Кӑрмӑш урлӑ кайни Ту енчи мӑрсасемшӗн питех те майлӑ пулчӗ: вӗсем патшан чаплӑ ҫыннине ӑсатнисӗр пуҫне Кӑрмӑшри тӳре-шарапа паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ват ҫынсем (вӗсем ытла ватах та пулмарӗҫ-ха, сухалӗсене ӳстерсе янӑран тата ҫӳҫӗсем кӑвакарнӑран ҫеҫ ҫавӑн пек курӑнчӗҫ) Северьянпа алӑ тытсах паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсенчен ытларахӑшӗ - яш-кӗрӗм, техникӑна кӑмӑллать, ҫавӑнпа та пулӗ полиграфи оборудованийӗпе хаваслансах паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван хаҫат алӑра! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11569-t- ... acat-al-ra

Интернетра кун пирки мӗн каланипе те паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эксперимент ӑнӑҫлӑ иртрӗ // Э.Хайртдинова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8d%d0%b ... 82%d1%80e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех