Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пайӗ (тĕпĕ: пай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулталӑка ҫапларах палӑртма ыйтса пӗлсе об-щественноҫ представителӗсен 40 процентӗнчен ытларах пайӗ сӗннӗ.

За такую тематику года высказалось более 40% опрошенных представителей общественности.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Олег Алексеевич ҫак канашлура палӑртнӑ кӑмӑлсӑр тӗслӗхсем айсбергӑн курӑнакан пайӗ кӑна пулнине те тавҫӑрать, ҫавна май ҫак эрнере муниципалитетсен пӗтӗмлетӗвӗсене пухса, вӗсене хак парса тивӗҫлӗ йышӑну тума хатӗррине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Ку республикӑн пӗрлештернӗ бюджечӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ шутланать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

Интернет-платформӑсемпе соцсетьсем сирӗн ӗҫӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗҫ.

Интернет-платформы и соцсети стали неотъемлемой частью вашей работы.

Олег Николаев Раҫҫей пичечӗн тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/21/oleg- ... skoj-pecha

Ҫапӑҫу инҫетрен иртнӗ, ҫавӑнпа «Кореец» снарячӗсен ытларах пайӗ тӑшман патне вӗҫсе ҫитеймен.

Бой проходил на большом расстоянии, поэтому большая часть снарядов «Корейца» не долетала до неприятеля.

Кореец (канонер кимми) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... %BC%D0%B8)

Гренада шутне ҫавӑн пекех Гренадина утравӗсен кӑнтӑр пайӗ, ҫав шутра чи пысӑк Кариока утравӗ те, кӗрет.

В состав Гренады входит также южная часть островной цепи Гренадины, с крупнейшим островом Кариока.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Ҫыран хӗрринчи пайӗ — айлӑм.

Прибрежная часть — низменность.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Заозерьери суту-илӳ речӗсемпе купса ҫурчӗсенчен сыхланса юлнӑ пайӗ.

Остатки торговых рядов и купеческих домов в Заозерье.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Ӑна 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче йӗркеленӗ, ун йышне малтанхи Гастерлан-Слеат, Лемстерланд, Скарстерлан тата Боанстерхим общинӑн темиҫе пайӗ кӗнӗ, тӑваттӑшне те ҫав кунах пӑрахӑҫланӑ.

Она была создана 1 января 2014 года и состоит из бывших общин Гастерлан-Слеат, Лемстерланд, Скарстерлан и частей общины Боанстерхим, все четыре из которых были расформированы в тот же день.

Фриске Маррен // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%80%D ... 0%B5%D0%BD

Ячӗ ҫӑпла шухӑшлама парать пулин те Грассмаркет курӑкпа витӗннӗ вырӑн пулман: вӑл шурлӑхлӑ лапамра вырнаҫнӑ пулнӑ, ҫавна пула вӑл халӑх шучӗпе чулпа сарнӑ Эдинбургӑн пӗрремӗш пайӗ пулса тӑнӗ.

Вопреки буквальному смыслу названия, Грассмаркет не был покрыт травой: он располагался в болотистой низине, вследствие чего стал первым участком Эдинбурга, замощённым за общественный счёт.

Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82

Штатри халӑхӑн ытларах пайӗ хутӑш ҫемьесенче ҫуралнӑ: 71 % метиссемпе мулатсем, 24 % — шурӑ, 3 % — негрсем.

Большинство населения в штате имеет смешанное происхождение: 71 % составляют метисы и мулаты, 24 % — белые, 3 % — негры.

Токантинс // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BD%D1%81

Сикким культурин пӗлтерӗшлӗ пайӗ халӑх ташши шутланать.

Важной частью сиккимской культуры являются народные танцы.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Сиккимӑн пӗлтерӗшлӗ те уйрӑлми пайӗ буддистсен храмӗсемпе мӑнастирӗсем шутланаҫҫӗ.

Важной и неотъемлемой частью Сиккима являются буддистские храмы и монастыри.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ҫулсен пахалӑхне тытса тӑрас енӗпе Border Roads Organisation (BRO) ӗҫлет, вӑл Индин хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен пайӗ, чикӗ ҫумӗнчи лаптӑксенчи ҫулсене пӑхса тӑрать.

Поддержанием качества дорог занимается Border Roads Organisation (BRO), подразделение вооружённых сил Индии, занимающаяся дорогами на приграничных территориях.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Унсӑр пуҫне халӑхӑн пысӑк пайӗ акӑлчанла тата хинди чӗлхине пӗлет.

Кроме того, существенная часть населения говорит на английском и хинди.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Юлашкинчен палӑртни ушкӑнри ытларах пайӗ — британ миссионерӗсем XIX ӗмӗрте христиан тӗнне кӗртнӗ лепча тӑхӑмӗсем.

Большинство в последней группе — потомки лепча, обращённых в христианство британскими миссионерами в XIX веке.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

2011 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх Сиккимри халӑхӑн ытларах пайӗ (60,9 %) индуизм тӗн йӗркипе пурӑнать, 28,1 % — буддизм йӗркипе, 6,6 % — христиансем.

На 2011 год большая часть населения Сиккима (60,9 %) исповедует индуизм, 28,1 % — буддизм, 6,6 % — христианство.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Штатӑн ытларах пайӗ вӑрманлӑ, ҫакна пула кунти фауна та, флора та калама ҫук питӗ пуян.

Большая часть штата покрыта лесами, что обеспечивает необычайное богатство как фауны, так и флоры.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ҫынсем пурӑнакан лаптӑкӑн ытларах пайӗ вӑтам климатра вырнаҫнӑ, ҫулла чи пысӑк температура 28 ° C ҫитет, хӗлле чи пӗчӗк температура 0 °C яхӑн.

Большая часть обитаемой территории расположена в умеренном климате, с максимальной температурой 28 °C летом и минимальной около 0 °C зимой.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Сикким лаптӑкӗн виҫҫӗмӗш пайӗ патнелле вӑрманлӑ.

Около трети территории Сиккима покрыта лесами.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех