Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунти начальствӑн тарни ҫинчен рапортне эпир иксӗмӗр вуласам, вар ыратичченех кулӑпӑр, — вӗсем тем те ҫырса тултарӗҫ.
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Мӗншӗн районти начальствӑн саккунсӑр приказне пӑрахӑҫа кӑлармарӑр?
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Начальствӑн шухӑшӗ мӗнле юхса пынине вӑл каярахпа тин ӑнланма вӗренсе ҫитнӗ, анчах та ун чухне нумайӑшне ӑнланман-ха.Лишь позже он научился догадываться о течении мыслей начальства, но тогда еще многого не понимал.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Начальствӑпа начальствӑн тӗлӗ пур.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Анчах та вӑл пирӗн ӗҫ мар вӗт; вӑл — пупсен, учительсен, тата ыттисен — ну, тӗрлӗ лекарьсен, начальствӑн ӗҫӗ.Но ведь это дело не наше; это дело попов, учителей, ну — кого там, лекарей разных, начальства.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Эпӗ ӗнтӗ сан ҫинчен каласа начальствӑн хӑлхине йӗрӗнтерсе ҫитертӗм: пирӗн паттӑр хӗр пур, вӑл ҫыхӑну ӗҫне лайӑх пӗлекен инженер, анчах кивӗ йӗркесемшӗн тӑракансем, ҫӗнӗ япаласене курайми ҫынсем пирки нуша курать, терӗм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эпӗ хамӑн начальствӑн приказӗсене ҫеҫ пӑхӑнатӑп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
«Эпӗ, гражданин Щорс, хамӑн ирӗкпех Украинӑри 1-мӗш повстанческий полк ӗретне кӗретӗп тата хамӑн начальствӑн пур приказӗсене те нимӗн иккӗленсе тӑмасӑр пурнӑҫа кӗртсе пырса капиталистсене хирӗҫ, Украинӑна оккупантсемпе контрреволюционерсенчен ирӗке кӑларассишӗн хамӑн пурнӑҫӑма шеллемесӗр кӗрешме обязательство паратӑп.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
— Генерал, сирӗн шутпа мӗнле, ҫак ҫынна ырӑ ӗҫ тунӑшӑн начальствӑн мӗнле те пулин паллӑ тумалла мар-ши?
VI. Тараса икӗ енне те тайӑлать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Уншӑн ӗнтӗ паллӑ пулчӗ: халӗ фабрикӑра листоксем курӑнма пуҫласан — начальствӑн вӗсене унӑн ывӑлӗ сарманнине тавҫӑрса илмелле пулать.
XIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эпӗ ӑна, начальствӑн ирӗкӗ ҫавӑн пек пулчӗ, терӗм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
- 1